14 декабря 2010 г.
Çулталăкри çичĕ уйăх (апрель–октябрь уйăхĕсем) ăшă уйăхсем шутланаççĕ. Вĕсенчи уйăхри вăтам температура апрельпе октябрьте те ноль градусран пысăкрах (ăшăрах). Пилĕк уйăхĕ вара (ноябрь–март уйăхĕсем) сивĕ уйăхсен шутне кĕреççĕ. Ку уйăхсенче вăтам температура ноль градусран сивĕрех пулать.
Анчах çут çанталăкра нормăна пăхăнман, йĕркерен иртекен пулăмсем те чылаях пулаççĕ çав. Акă чÿк уйăхĕ сивĕ уйăхсен шутне кĕрет. Уйăхри вăтам кăтартăвĕ унăн 3,5 градус сивĕпе танлашать. Хăш-пĕр çулсенче ку уйăхра 30 градус таранах шартлама сивĕсем те пулма пултараççĕ (1998 çул).
Чÿк уйăхĕ кĕрхи юлашки уйăх. Çак уйăхра кашни çулах çĕр шăнтса лартать, юр çăвать, хĕл çирĕппĕнех ларать. Кăçал вара ку уйăх та яланхи йĕркене пăхăнманнине кăтартса тĕлĕнтерчĕ. Уйăхăн çурричченех кăнтăрлахи вăхăтра 10–12 градус таранах ăшă та лăпкă çанталăк тăчĕ. Хăш-пĕр кунсенче çуллахи пекех ăшă, хĕвеллĕ, тÿпере пĕр пĕлĕт таткисĕр уяр, пачах çилсĕр çанталăк тăрса савăнтарчĕ. Çапла кăçал чÿк уйăхĕн вăтам кăтартăвĕ 1,4 градус ăшăпа танлашрĕ. Ку вăл питĕ сайра çулсенче пулакан пулăм, анчах халиччен нихăçан пулманни те мар. Эпĕ хам çакăн пекки 1967 тата 1996 çулсенче пулнине астăватăп. Тата пĕлтĕр те чÿк уйăхĕнче ытларах ăшă çанталăк тăнă, вăтам виçе ноль градуспа танлашнă.
Ăшă та хăтлă çанталăк нумай вăхăт тăни савăнтарать, анчах кăштах пăшăрхантарать те. Хăш-пĕр вырăнсенче йывăçсен, курăксен, хĕл каçакан чечексен папкисем кÿпчесе ÿсме тапранни те пулкаларĕ. Ку вара вĕсен хĕлкаçаслăхне хавшатма пултарать. Хĕл каçма йăвана кĕрсе выртнă чĕрĕпсем те вăранса тухса çÿреме пуçланине асăрханă çынсем.
Хĕл ларас умĕн ытларах ăшă пулни, тен, кăштах сиенлĕ те пулĕ. Кĕр калчисене аталанса çирĕпленме вара юлашки ăшăсем питĕ усăллă пулнине палăртмалла.
Кунсем кĕскелсен, кăнтăрла ăшă пулсан та, кĕр калчисем ÿсме чарăнаççĕ. Вĕсене сивĕ те вăрăм хĕле ăнăçлă чăтса ирттерме çителĕклĕ таран углеводсем кирлĕ. Ÿсме чарăннă хыççăн çулçăсемпе тымарсенче сахăр ытларах пухăнать. Çакна валли кăçалхи чÿк уйăхĕнчи ăшă кунсем питĕ вăхăтлă пулчĕç. Лайăх ÿссе тĕмĕленнĕ ырашпа тулă калчисем хĕл сиввисенчен хăрамасăр, аванах хĕл каçма пултараççĕ.
Çапла вара кăçал акнă калчасем валли хĕл умĕнхи çанталăк лайăх пулчĕ. Юр ларас умĕн тăпра сийĕ кăштах шăнса пăрланчĕ. Çакă та лайăх пулăм, мĕншĕн тесен шăнтмасăр выртнă ана çинех юр çуни калчасемшĕн сиенлĕ. Юр шăнтнă çĕр çине çурĕ. Калчасем юр айне лайăх аталанса кĕрсе выртрĕç.
Юлашкинчен калани. Уйăхсенчи вăтам кăтартусем çинчен çырнине “Справочник агронома Нечерноземной зоны” кĕнекерен илнĕ. “Агропромиздат”, 1990 ç.