14 декабря 2010 г.

Сад пахчи тесенех куç умне улма, груша, слива, чие йывăççисем тухса тăраççĕ. Маншăн вĕсен чи илемлĕ вăхăчĕ – çуркунне. Мĕнле хитре çурхи сад чечеке ларнă вăхăтра. Аса илетĕп 1993 çула. Улмуççисем, чие йывăççисем, çĕмĕртсем пĕр вăхăтра чечек çурчĕç (кун пекки час-часах пулмасть). Тĕтре йăсăрланса çÿле хăпарать, чечек çурнă йывăçсен асамлă илемĕ хĕвел тухасса кĕтет. Мĕн пур-ши кунтан илемли.
Сад ĕрчетесси пирĕн ялта (Амалăхра) эпир ÿснĕ вăхăтра начар аталаннă тесен тĕрĕс пулĕ. Эпир – вăрçă вăхăтĕнче ÿснĕ ачасем. 1941 çулта хаяр сивĕсем садсене амантса хăварчĕç. Вĕсене налог хуни те (ун пекки те пулнă) садсене чĕртессине чылай чăрмав кÿчĕ. Ялта вунă сад пахчинчен ытла пулман та пулĕ. Эпир ача чухне панулми çисе курман тесен те юрать, анчах ăна кашни ачах çиесшĕн. Çав ĕмĕте пурнăçлама йывăрччĕ. Культурăллă сортсен йывăççисене тупма çукчĕ. 1943–1962 çулсенче шкулта Георгий Осипович Мюресов директор пулса ĕçлерĕ. Вăл кашни çул шкул йĕри-тавра вăрмантан илсе килсе йывăçсем ларттаратчĕ. Вăрманта сыпнă улмуççисем те пурччĕ. Эпир вĕсене шкула куçарса килеттĕмĕр. Шкул йĕри-тавра хыр, çăка, вĕрене, юман вăрманĕ ÿссе ларчĕ. Мĕнле илемлĕччĕ шкул пахчи! Эпир те хамăр пахчара чылай йывăç лартрăмăр. Çапах та сад ĕрчетес ĕмĕте салтакран килсен, 1958 çулта çеç пурнăçлама май килчĕ. Эпĕ ыйтнипе атте Кайпăçран 10 тĕп улмуççи илсе килчĕ. Çав çулах ялти колхоз сад ĕрчетме пуçларĕ. Культурăллă хăмла çырли, чие çырли, крыжовник, çĕр çырли илсе килчĕç, халăха та сутрĕç. Вĕсене те аттепе лартрăмăр. Анчах сад йĕркеленĕ чухне мĕн чухлĕ йăнăш туман-ши( Пахча варрине хурăн лартнăччĕ. Асăрхатпăр, вăл улмуççисене ÿсме чăрмантарать. Тĕрĕслерĕмĕр те, тымарĕсем пахча тăрăх сарăлнине пĕлтĕмĕр. Хурăна куçарса лартма тиврĕ. Акаци, америка вĕренисене те кăклама тиврĕ. Йывăç лартнă чух хушшине 3–4 м çеç хăварнă. Ку вăл çителĕксĕр иккен. 8–9 метр кирлĕ. Ял садĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Андрей Филиппович Филиппов ĕçлетчĕ, унран ăслă канашсем сахал мар пĕлнĕ. Лайăх сортсем тупма та пулăшатчĕ. Çапла вара пирĕн сад пысăкланса, илемленсе пычĕ. Кайпăçран илсе килнĕ улмуççисем çимĕç пама пуçларĕç. Пĕр вăхăтрах сад çинчен нумай кĕнеке вуланă, çынсен опычĕпе паллашнă. Аллăмĕш çулсенче республика хаçачĕсем Мучар çынни Яков Димитриевич Муханов Чăваш республикинче пĕрремĕш иçĕм çырли (виноград) ÿстерсе çимĕç туса илни çинчен çырчĕç. Мучара кайса унăн опычĕпе паллашрăм, иçĕм çырли тымарĕсемпе чие çырлисем туянтăм. Анчах пăхма пĕлменнипе винограда чĕртсе яраймарăм. Мĕн кирлĕ-ха культурăллă йывăçсене – пулăхлă тăпра, хĕвел ăшши, нÿрĕк. Йывăçа лартсан ăна икĕ çул хушши ачана пăхнă пек пăхмалла. Чи кирли вăл – нÿрĕк. Кашни йывăçа 7–8 витре шыв сапсан лайăх. Пирĕн çăл хыçрах, анчах 150–200 метрта. Кашни кун 7–8 витре йăтса хурана тултарса черетпе йывăçсене сапнă – водопровод пулман ун чухне.
Çамрăк сад йывăçсем йĕркеллĕ аталансан хăйне хăй пăхать. Ăна кăшт çеç пулăшмалла, йывăçсем чирлемесен, çимĕçĕсем те таса та илемлĕ пулаççĕ. Ваттисем калаççĕ тăшман тĕлĕрмест тесе. Садăн та тăшманĕсем сахал мар: чирсем, тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăсем – кĕсен, пыйтă, улма хурчĕ, шĕкĕ, лĕпĕшсем сахал мар сиен кÿреççĕ йывăçсене. Вĕсене пĕтерме тĕрлĕ имçамсемпе усă курма тивет. Анчах та наркăмăшсемпе асăрхануллă пулмалла. Вĕсем, пĕлмесĕр усă курсан, çынна та, çимĕç йывăççисене те сиен кÿме пултараççĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн садра 25 тĕп улмуççи (ку питĕ нумай, 7–8 тĕп те çителĕклĕ), 100 тĕпе яхăн чие çырли, 10 тĕп слива, терн, ирга, крыжовник, тĕрлĕрен хурлăхансем, жимолость, шĕшкĕ тĕмĕсем, хăмла çырли, ежевика, хăмла пилешĕ, хура пилеш, сиплев курăкĕсем, нумай çул ÿсекен чечексем. Хăй вăхăтĕнче облепиха, виноград пулнă. Сад пахчи тĕлĕнмелле ырă туйăм çуратать, йывăçсем, курăксем, çырласем тыткăна илеççĕ, хăйсем патне туртаççĕ. Анчах юрату икĕ енлĕ: хăв сада юратсан, вăл та сана юратĕ, уçă сывлăшпа, çимĕçсемпе, илемĕпе савăнтарĕ. Анчах ĕçĕ вара çав тери нумай.
Сад тупăш пама пултарать-и. Эпĕ çакăн пирки нихăçан та шутламан. Çимĕçсене хамăр çинĕ, тăвансене, юлташсене панă. Ял ачисем те кĕрсе çинĕ ир пулакан тутлă пан улмисене. Перестройка вăхăтĕнче пĕр ăслă хĕрарăм мана чие çырли сутма вĕрентрĕ. Тупăш тăкаксене саплама пулăшрĕ. Сăмах майăн çакна та калас килет. Ют çĕршывсенче патшалăх уйрăм хуçалăхсенче туса илнĕ продукцие сутма мĕнпур условисем туса парать. Пирĕн çĕр-шывра та çавнашкал тума май килмест-ши... Хамăр районтах вуншар, çĕршер тонна панулми çитĕнтерме пулать, слива, çĕр çырли... Продукцие вырнаçтарма май пулсан, улма-çырла икĕ-виçĕ хут ытларах туса илме майсем пур. Анчах вăл хальлĕхе никама та кирлĕ мар тейĕн. Кашни магазинра ытти çĕртен илсе килнĕ пахча-çимĕç, улма-çырла сутаççĕ. Хакĕсем 3–4 хут хаклăрах пулсан та, çынсем туянаççĕ. Халăх укçи Чăваш республикинчен шыв пек юхса тухса каять. Хамăр укçа тăвас, мул хушас тетпĕр тата çав вăхăтрах.
1979 çулта хĕл питĕ сивĕ пулчĕ (45–50 градус). Кайпăçран илсе килнĕ йывăçсем икĕ çул хушшинче хăрса пĕтрĕç. Каярах лартнисем вара йывăррăн та пулин икĕ-виçĕ çултан вăй илсе çимĕç пама пуçларĕç. Эпĕ шутланă тăрăх, çакăн пек шартлама сивĕ хĕл кашни 37–40 çул хушшинче пĕрре пулать. 10 çулта пĕрре сивĕрех хĕлсем пулаççĕ. Çавна шута илсе, садра тĕрлĕ ÿсĕмри йывăçсем пулсан лайăх. Çамрăкрах йывăçсем вăйлă сивĕсене те чăтма пултараççĕ. Иртнĕ хĕл сиввисем нумай ватă йывăçа амантрĕç, çамрăккисем вара аванах аталанаççĕ. Çавăнпа пирĕн сад пахчи кăçал та пан улми чылай пачĕ, хамăра валли çителĕклех сок турăмăр.
Садра кайăксем те кирлĕ, вĕсене валли вĕллесем, йăвасем туса памалла. Эпĕ пахчара шăпчăк сассине илтме ĕмĕтленнĕ. Вĕсем халĕ чăнах та кашни çулах юрлаççĕ. Пĕр икĕ-виçĕ çул каялла тăманасем те пурăнма пуçларĕç. Кураксем вара чи тутлă пан улмисене вăтаçĕр спасченех çиме пуçлаççĕ.
Сад – пурнăç илемĕ, ял илемĕ. Анчах ăна пĕлсе лартмалла. Халь пулсан эпĕ нумайăшне урăхларах тунă пулăттăм. Çавăнпа манăн çамрăк сад ĕрчетекенсене сĕнÿсем парас килет. Пахча хĕррипе чие çырли (вишня) лартăр, варрине – улмуççисем, уçă вырăнсене çырла. Халĕ паха сортсем нумай. Сад ĕрчетме пуçличчен план тăвăр.
Пирĕн пахча çырма хĕрринче вырнаçнă. Çыран ишĕлме пуçларĕ. Эпир унта чăрăш, хурăн, çăка, тĕрлĕрен тĕмсем лартрăмăр. Çĕр ишĕлме пăрахрĕ, йывăçсем вăрман пек кашласа лараççĕ. Вĕсене курсан чун савăнать.