АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарăн йĕр хăварчĕ (Общество)

10 декабря 2010 г.

1935 çул пуçламăшĕнче Тăвай районне туса хунă хыççăн декабрьте пирĕн хамăрăн типографи ĕçлеме пуçланă.
Унтанпа 75 çул иртрĕ.
Типографи пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк пулнине çынсем аван пĕлеççĕ пулĕ. Кунта район хаçатне кăларса тăнă, тĕрлĕ бланксем, бюллетеньсем, брошюрăсем тата ытти материалсем пичетленĕ. Элпуç колхозĕн хаçачĕ те унтах пичетленетчĕ.
Халĕ типографи çуккă ĕнтĕ, темиçе çул каялла вăл хупăнчĕ. “Ял ĕçченĕнче” тухмалли черетлĕ номер материалĕсене редакцирех наборласа калăплаççĕ те электронлă почтăпа Шупашкарти издательство çуртне ярса параççĕ, тепĕр кунне мĕн-пур тиража машинăпа унтан турттарса килеççĕ.
Анчах Тăвайри типографи район пурнăçĕнче çав тери тарăн йĕр хăварчĕ.
Паянхи номерте вулакансене Геннадий Соловьев типографири хăш-пĕр ĕçченсене халалласа тĕрлĕ çулсенче çырнă сăвăсемпе паллашма сĕнетпĕр.
 
Ĕçри юлташсене
 
М.П.Филиппова
наборщицăна
Вăхăтра эп сăвă çыраймарăм,
Каçарсам, Марина, каçарсам.
Пурнăçĕ тумхахлă килчĕ мар-и,
Яланах вăл такăр пултăр сан.
Эс хальхи пекех юлсам сăпайлă,
Ăшă кăмăллă, вăр-вар, ĕçчен,
Ĕçĕ пирĕн, авă, хăйне майлă,
Тепĕр чух тĕрмешмелле ирччен.
Икĕ çул çапла эс тăрăшатăн,
Полоса “тĕрлетĕн” васкасах.
Тен, кайран Тăвайĕнчех юлатăн,
Тухĕ çак ыйту умма часах.
Хăть мĕнле пулсассăн та, шанатпăр,
Аса илĕн ватлăхра пире.
Ырă каччă, пысăк йыш сунатпăр
Чакăр куçлă çирĕмри хĕре.
Январĕн 27-мĕшĕ, 1983.
 
Надя Шумова
печатницăна
Шутламан çĕртен-ха пулчĕ–
Кайнă, тетчĕç, хăнана.
Халь уйрăласси çеç юлчĕ,
Мĕн калар тинех сана
Ан çилен, Натюш, тархасшăн,
Пурнăç тĕрлĕрен килет.
Чĕмпĕр лайăх йышăнсассăн
Хыпарла пире, киле.
Мĕнлерех ĕçсем пыраççĕ
Жанна пулăшать-ÿсет
Тăвайра асра тытаççĕ–
Хаçатра сан пур хисеп.
Декабрь, 1985.
 
Е.И.Романова
линотиписткăна
Лисука сума суса,
Пурнăçра телей сунса:
Ырă кăмăл, ăшă пил...
Филиала куллен кил.
Апрелĕн 2-мĕшĕ, 1985.
 
Ю.И.Яковлева
печатницăна
Ĕçлетĕн эсĕ сахал мар
Филиалра, куллен хастар.
Сăпайлă, кăмăллă, вăр-вар,
Асăнать пулĕ халь Вăрмар.
Анчах пире эс кирлĕрех,
Хаçат çапатăн çĕрĕпех,
Тухмасăр юлтăр-ха – тÿрех
Шăнкăравлаççĕ ир-ирех.
Апла пулсан, сывлăхлă пул,
Этемшĕн вăл чи хаклă мул.
Ан тунсăхла, юрла та кул,
Вара, тен, пурăнăн, çĕр çул.
Мĕн калăн, хĕрĕ эс хитре,
Çук мар чиперлĕх сăн-питре.
Тасалтăр умăнтан тĕтре,
Курсам телей, тулли витре.
Эпир, юлташусем, пĕлен,
Сунатпăр ырлăх çеç, ĕнен.
Начар-и, лайăх-и – пĕрле.
Йывăрлăха çĕнтермелле.
Сан ачасем ÿстермелле,
Тăвайккине çÿремелле.
Çулла е кĕркунне-хĕлле
Ăс памалла, вĕрентмелле.
Шанатпăр, çитĕ сан тахат.
Мĕн-ма тесессĕн пур хăват.
Ан çиленсем пире, юрат,
Эпир хăвна, ав, тарават.
Июнĕн 29-мĕшĕ, 1985.
 
Сергей Борисов
печатнике
Шкултан тухсаччĕ тин кăна,
Филиалра çулталăк çеç.
Халь – каччă, пăх та кур ăна –
Савнийĕ пур-ха унăн, теç.
Ман мĕн калас: хăюллă пул,
Ĕçле, вĕрен, ан ÿркенсем.
Хыçра юлать вун сакăр çул,
Умра – татах кунсем, çулсем.
Салтак шинелĕ тăхăнсан
Хăш чух аса илсем пире.
Енчен те инçене кайсан
Ан ман хĕре, тăван хире.
Августăн 20-мĕшĕ, 1985.
 
Аниса Силанова
линотиписткăна
Комсомольски хĕрĕ
Çамрăк та чипер.
Тăхăнман-ха çĕрĕ.
Ĕмĕте çитер.
Пурнăç килтĕр такăр,
Урăх мĕн калас
Эс маттур-тăк, акă,
Эпир пит хавас.
Пул телейлĕ, сывă,
Ачасем ÿстер.
Ăшă-и е сивĕ–
Тунсăха пистер.
Ан кулян, ан хуçăл,
Туссене ан ман.
Çĕр иртсессĕн, шуçăм
Кĕрĕ кантăкран.
Сан умра – пуласлăх,
Ĕмĕр ĕмĕрле.
Шухăш анлă, аслă,
Вĕçсĕр, темелле.
Тата мĕн... Сунатпăр
Ырă çеç хĕре.
Хамăр та шанатпăр:
Манмăн-ха пире.
Сентябрь, 1985.
 
Галина Софронова
печатницăна
Эх Галя, Галя, шутласаччĕ
Юлать-ха хĕр кунтах тесе.
Тупнăччĕ каччă – куç хывсаччĕ,
Килмерĕ пулĕ-çав тĕсе.
Эс Йĕпреçех, киле каясшăн,
Мĕн тăвăн – ирĕк хăвăнта.
Телей те ăнăçу сунасшăн
Эпир сана тăван ялта.
Кун-çул хаваслă килтĕр, тулăх,
Ĕçле, ача ÿстер, йăл! кул.
Тата мĕнех калам-ши урăх
Хальхи пекех сăпайлă пул.
Август, 1987.
 
С.В.Михайлова
наборщицăна
“Светик”,– тетпĕр хамăр хушăра –
Çийĕнчех итлет вăл, пурнăçлать.
Ÿснĕ харсăр хĕр Улянкăра,
Халĕ тăрăшсах хаçат çапать.
Çăмăл мар, пĕлетпĕр, пурнăçра,
Тÿлемеççĕ, авă, ĕç укçи.
Еплерех тухар ку пăрнăçран
Ăçта эсĕ, пирĕн чун уççи
Хăть мĕнле пулсассăн та – ĕнен,
Шанчăка паян ан çухатсам.
Лайăххи те килĕ майĕпен,
Ĕмĕр пурăн, сывлăхлă пулсам.
Мартăн 17-мĕшĕ, 1999.
 
Р.Н.Иванова
линотиписткăна,
25 çул ĕçленĕ ятпа
Çирĕм пилĕк çул
Чăннипех нумай.
Хывăнчĕ сукмак
Пуянкас – Тăвай.
Çумăр е тăман–
Утнă васкаса.
Çук, пуçа усман–
Тÿсĕмлĕ пулса.
Пурнăçне кура
Йышлах мар паян.
Çирĕп туслăхра
Пулăр çеç ялан.
Сан хитре хĕрсем,
Мăнук та, ав, пур.
Ăслă кин кĕртсе
Лăпкă пурнăç кур.
Июнь, 2001.
 
Л.Ф.Тихонова–Степанова
линотиписткăна
Еплерех эс пултаруллă,
Тăрăшуллă, çыпăçуллă.
Наборлатăн туххăмра,
Йăнăш та çук-вĕт, ара.
Мăшăру ытараймасть пуль,
Ывăлу та пулăшать пуль.
Кирлĕ ĕнтĕ хĕр çумра,
Сывлăхна сыхла-упра.
Июнь, 2001.
 
А.В.Чернов
печатнике
Мĕн калар-ха Сашăна
Çитрĕ паян вăтăра.
Типографире пĕччен
Кирлĕ-тĕк, ĕçлет ирччен.
Ăслă-тăнлă, вăйпитти,
Тупнă мăшăр вăл хитри.
Ачисем ытарайми,
Ку ĕнтĕ телей пÿрни.
Сентябрь 7-мĕшĕ, 2001.
 
Ф.С.Матвеевана –
типографи
филиалĕн мастерне
Фаинăна саламлама
Телей, ăнăçусем сунма
Сăлтав ман пур. Эсĕ паян
Çуралнă кунпала пуян.
Шăп вăйпитти ÿсĕмĕнче,
Илемлĕх панă çут тĕнче.
Ăс-тăнлă, кăмăллă, ĕçчен,
Пĕрле ĕçленĕ нумайччен.
Йывăрлăхсем халь сахал мар
Мĕнле-ши вĕсенчен тухар
Ризограф пулсанах, паллах,
Сывласа ярăттăр лăшах.
Çапах ан усăр-ха пуçа,
Кашни хăй шăпипе хуçа.
Кам шанăçпа мала пăхать–
Ялан кĕçех телей тупать.
Хĕрсем ÿсеççĕ васкаса,
Мăшăру хисеплет, савса.
Тата мĕнех-ши эп сунам
Хăюллă, сывлăхлă пулсам.
Январĕн 29-мĕшĕ, 2003.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика