АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем çара каяççĕ (Общество)

07 декабря 2010 г.

Çамрăксем çара каяççĕ (Общество)

Вăхăчĕ çитсен, кашни каччăн салтак ретне тăмалла. “Манăн ывăлсем салтак пăтти çинĕ”, – тесе мăнаçланнă ватăсем. Çав çулсенче вăрçă тухас хăрушлăх та пулнă ĕнтĕ. Çапах çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă чылайăшĕ, икĕ е виçĕ çул салтакра пулнă.
Халĕ вара çамрăксем хушшинче патриотизм туйăмĕ чакса пырать пулас. Пĕр çул кăна службăра пулмалла. Апла пулин те, салтака каяссинчен пăрăнма тĕрлĕ сăлтав шыраççĕ каччăсем. Вĕсене ку енĕпе ашшĕ-амăшĕ те “пулăшать”. Кунта ĕнтĕ салтак атти тăхăннисем тĕрлĕ йывăрлăхсем витĕр тухни пирки каласа кăтартни те витĕм кÿрет.
Кĕçех кĕрхи призыв вĕçленет. Пирĕн районта 33 çамрăка службăна ямалла пулнă. Çак тĕллеве пурнăçланă. Шел пулин те, сумлă тивĕçе пурнăçлассинчен тарса çÿрекенсем те çук мар. Вĕсене вара шыраса тупма тивет. Çавăнпа тĕрлĕ пăтăрмаха кĕрсе ÿкес мар тесен, арçын ачасен характерне ку енĕпе шкулта вĕреннĕ чухнех çирĕплетмелле. Çара каясси хисепе тивĕçлĕ пулнине каласа ăнлантармалла. Çуркуннехи призыв та ăнăçлă иртĕ вара.
 
Сăн ÿкерчĕкре: хăйсен сумлă тивĕçне пурнăçлакан Чăваш Енри хăш-пĕр çамрăксем.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика