АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Эсĕ те яваплă” акции (Здравоохранение, общество)

07 декабря 2010 г.

“Эсĕ те яваплă” акции (Здравоохранение, общество)

Ку вăхăтри çивĕч ыйтусенчен пĕри – эрех-сăра ĕçекен йыш çамрăкланса пыни. Районти магазинсемпе киосксенче ачасене сăрапа пĕчĕк алкоголь шайĕллĕ коктейльсем кăна мар, эрех сутнине те курма пулать. Сутакан шутламасть эрех ĕçекен çул çитмен çамрăксемпе инкек пулма пултарас пирки – уншăн сутса пултăр, кассăна укçа кĕтĕр. Статистика вара акă мĕн çирĕплетет: 12–16 çулхи ÿсĕр çамрăксем хушшинче право йĕркине пăсакансен хисепĕ ÿссе пырать. Ачасене сăра-эрехрен сивĕтес ĕçре право сыхлав органĕсем кăна тăрăшни çителĕксĕр. Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ ачисем ĕçнине, туртнине сисмест те, мĕншĕн тесен çитĕннисен хăйсен йывăрлăхĕсем, ачисем патне вĕсен алă çитмест. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачашăн алкоголь епле сиенлине те чухламасть. Çав вăхăтрах сăра-эрехрен наркотик патне – алă тăсмалăх кăна.
Общественность тимлĕхне вăратас шутпа, ноябрĕн 22–27-мĕшĕсенче районти шкулсенче “Эсĕ те яваплă” акци йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ – çул çитмен ачасене вăрттăн спиртлă шĕвексем сутассине чарасси.
Акцие Тăвайри, Пуянкассинчи, Чутейри, Мучарти тата ытти шкулсенче вĕренекенсемпе волонтерсем хастар хутшăннине палăртмалла. Акци вăхăтĕнче сутуçăсем, çул çитмен çамрăксем, ачасем валли кăна мар, çитĕннисем валли те социаллă листовка-чĕнÿсем, плакат-чĕнÿсем туса хатĕрленĕ. Калăпăр, “Эсĕ сутуçăна Stop! тесе каларăн-и“, “Эсĕ те яваплă”, “Куртăн пулсан, çăвара шыв сыпса ан тăр, чан çап!”, “Хăвăр пуласлăх пирки шухăшлăр!”, “Эрех ĕçекен – никам та мар”, “Ан ĕç, качака путекĕ пулса тăрăн!”, “Сутуçă, совеçÿ пур-и“, “Ют пурнăçа ан тапта, санах начар пулĕ – акă мĕн пирки шутла!”, “Ĕмĕр пĕрре кăна килет, çавăнпа та вăхăтра “Çук” теме пултар!” т.ыт.те.
Акцин иккĕмĕш тапхăрĕнче волонтерсем курăнакан çĕре (магазинсемпе киосксен алăкĕсем çине, автобуссем чарăнакан вырăнсене, культура çурчĕсене) листовкăсемпе плакатсем çыпăçтарчĕç, вĕсене çынсем хушшинче салатрĕç. Çавăнпа пĕрлех ачасем иртен-çÿренрен хăйсем акци пирки мĕн шутланине ыйтса пĕлчĕç. Çынсенчен ытларахăшĕ акцие ырлать, сăра-эрех, сигарет сывлăхшăн сиенлĕ пулнине ăнланать.
Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсем тепĕр ятарлă акци ирттерчĕç: “Атте, пичче... пăрахсам туртма!”. Ачасем ашшĕсемпе çитĕннисем, пур туртакан валли те плакат-чĕнÿсем хатĕрлерĕç, çынсене туртма пăрахма ыйтрĕç, çав чĕнÿсене конкретлă çынсем патне çитерчĕç.
Чутей шкулĕнче асăннă мероприятисемсĕр пуçне 12–15 çулхи хĕрачасем валли “Эсĕ пулас амăшĕ” лекци йĕркеленĕ.
Тĕмер шкулĕн волонтерĕсем социаллă педагогпа шкул директорĕн çумĕ пулăшнипе “Туртни – сывлăха сиенлени” бюллетеньпе “Тĕрĕс çул суйласа ил!” стена хаçачĕ кăларнă.
Акци вăхăтĕнчи ĕçсен планĕпе килĕшÿллĕн ачасем анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама та хутшăнчĕç. Çакă та кăсăклă: ачасенчен ытларахăшĕ çамрăксем хушшинче ĕçесси сарăлнин сăлтавне ĕçсĕр аптранинче, çамрăк хăйшĕн усăллă ĕç тупма пĕлменнинче курать. Пурте тенĕ пекех “Çын хăйне эрех-сăрасăрах ирĕклĕ те савăнăçлă тытма пултарать” тесе хуравланă. “Сана ĕçессинчен кам пăрма пултарать(“ ыйту çине респондентсен 95 проценчĕ “Ку манран кăна килет” тесе хурав панă.
Ачасен шухăшĕ урлă сутуçăсем, çитĕннисем патне пĕр ансат чăнлăха çитерес килчĕ: ачасем тата сăра-эрех – пĕр-пĕринпе килĕшмен ăнлавсем. Тĕрĕс шутлаççĕ вĕренекенсем: ĕмĕр пĕрре кăна килет, çавăнпа та сирĕн каярах ÿкĕнмелле, аçăр-аннĕре, килти çывăх çынсене пăшăрхантармалла, кулянтармалла ан пултăр, хăвăр хыççăн сывă ăру хăварас тесен, пурне те эрех-сăраран, наркотиксемпе табакран айккинче тăма сĕнетпĕр. Çамрăкран сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарăр хăвăра.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри вăтам шкул волонтерĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика