07 декабря 2010 г.

Почта – çыхăну учрежденийĕ. Хаçат-журналсăр пуçне почта халăха нумай услугăпа тивĕçтерет ку чухнехи пурнăçра. Çавăнпа çыхăну учрежденине, сăмах кунта Çĕнĕ Пуянкассинчи почта уйрăмĕ пирки пырать, çынсем пырсах тăраççĕ. Акă Галина Георгиевна Николаева кĕрсе тăчĕ. Вăл сотовăй телефонсем çине укçа хума килни çинчен пĕлтерчĕ. Эпир вăл район хаçатне çырăннă пирки пĕлесшĕн пултăмăр. “Ял ĕçченне” çырăннă эпир”, – терĕ Г.Николаева. Çыхăну уйрăмĕнчисем те çирĕплетрĕç çакна.
Çыхăну уйрăмĕнчисем тенĕрен, вĕсем кунта пурте пурччĕ: уйрăм начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха тăвакан Елена Николаевна Федотова "Светлана Васильевна Данилова отпускран тухайманччĕ-ха" тата Людмила Николаевна Филипповапа Надежда Ивановна Васильева почтальонсем. Вĕсем почта машини килсе кайнă хыççăн хаçат-журналпа çырусене çынсене валеçме уйăратчĕç. Çуллен сахал мар издани çырăнаççĕ Çĕнĕ Пуянкассипе Кивĕ Пуянкасси ялĕсенче пурăнакансем. Çав шутран район хаçачĕ кăна – 160 экземпляр. Юлашки уйăхсенче пилĕк экземпляр катăлнă пулсан та, паян кун та 80 экземпляр “Ял ĕçченĕ” салатать Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче, сăмахран, Людмила Николаевна Филиппова почтальон. Вăл çак пархатарлă ĕçре 36 çул вăй хурать иккен. Вунтăххăрта-çирĕмре “кÿлĕннĕ” те почтăна, халĕ те хăй ĕмĕрлĕхе суйласа илнĕ ĕçе чунне парать. Хăй йышăннă тăрăх, кăмăлласах ĕçлет. Çав хушăра çемьеленсе 3 ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ ачисем те çемье çавăрса пыраççĕ.
–Йывăр мар-и тулли сумкăпа куллен ял урамĕсене такăрлатма, – ыйтатăп почтальонсенчен.
–Йăтма йăтăпăр–ха ăна, хаçат-журналне кăна ытларах çырăнччăр, – хуравлаççĕ хăйсен ĕçне чунтан парăннăскерсем. Ĕç укçи пысăк маррине пăхмасăрах тăрăшаççĕ вĕсем.
Çĕнкасрине пĕлтĕмĕр пулсан, Кивĕ Пуянкассинчи подписчиксене вара Надежда Ивановна Васильева тивĕçтерет. “Çитес январьте 18 çул тулать почтальонта ĕçлеме тытăнни”, – каласа парать Надежда Ивановна. Сăмах майăн асăнса хăварсан, унăн та виçĕ ача.
Л.Филиппова почтальон чылай хаçат-журнал çырăнса илсе тăракан çынсен ячĕ-хушамачĕсене хаваспах асăнчĕ. Çапла Çĕнĕ Пуянкассинчи Евгений Васильевич Казаков пенсионер çемйи 2566 тенкĕ те 28 пуслăх 11 экземпляр хаçат-журнал çырăннă. Çав шутра, паллах, “Ял ĕçченĕ” те пур. Надежда Ильинична Потапова 8 экземпляр, Николай Иванович Николаев 6, Маргарита Данилова 5 экземпляр илсе тăма кăмăл тунă çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта. Темиçешер хаçат-журнал çырăннисем Кивĕ Пуянкассинче те пур, паллах. Сăмахран, Августина Егоровна Алексеева, Владимир Владимирович Ильин тата ытти хăш-пĕр подписчиксем. Пĕр экземплярĕ вара кашнинех – “Ял ĕçченĕ”.
–Район хаçачĕ, шантарсах калатпăр, умĕнхи çулхинчен кая пулмасть, вăл шайран кăштах иртет те пулĕ тетпĕр. Мĕншĕн тесен “Ял ĕçченне” çывăх вăхăтра çырăнма кăмăл тăвакансем сахалăнах мар, – хăйсен прогнозĕпе паллаштарчĕç почтальонсем.
Мĕнех, ырă сунар вĕсене.
Сăн ÿкерчĕкре: Е.Н.Федотова тата Л.Н.Филипповапа Н.И.Васильева почтальонсем.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.