07 декабря 2010 г.
Кашни çулах хĕл çитес умĕн, районти хуçалăхсенче пулса, фермăсене мĕнле хатĕрленине тĕрĕслетпĕр. Чÿк уйăхĕн 22–28-мĕшĕсенче ветстанцин тĕп врачĕпе А.Шакинпа пĕрле темиçе коллективра пултăмăр, витесемпе, выльăхсем мĕнле лару-тăрура пулнипе интереслентĕмĕр, ĕнесемпе сыснасен апачĕпе кăсăклантăмăр.
“Шимкусский” ЯХПКра пурĕ 332 пуç ĕне, çав шутра 215-шне сăваççĕ. Сыснасен шучĕ 487 çитнĕ. Тушкилсем 11 уйăх хушшинче пĕр ĕне пуçне 3659 килограмм сĕт туса илнĕ. Ку кăтарту, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 353 килограмм пысăкрах. Районĕпе 100 ĕне пуçне 75 пăру илнĕ иртнĕ уйăх тĕлне, “Шимкусский” ЯХПКра – 49 пăру. Тушкилсем выльăх апачĕ хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă, пĕр условнăй ĕне пуçне 12,7 центнер апат единици хатĕрленĕ. Ку хуçалăха апат туянма 1 миллион та 035 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрнă патшалăх. 799 пин те 580 тенкĕлĕх утă, рапс, жом тата ыттине илнĕ. Асăннă ыйтупа тушкилсем малалла ĕçлеççĕ.
Фермăри ĕçсене Г.Петров заведующи йĕркелесе тăрать. Выльăхсемпе çирĕп чунлă çынсем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Н.Степанова, А.Чернова, Ю.Абрамова, Н.Николаева, Н.Михайлова дояркăсем, ĕнесене пăрулаттармалли уйрăмра тăрăшакан Л. Александровапа С.Григорьева тата сысна пăхакан Т.Васильевапа Л.Григорьева, вăкăрсем патĕнчи А.Семенова "вăл пенсире пулин те, хăйĕн юратнă ĕçĕнчен уйрăлман", Л.Петрова лаборантка, И.Стрелков оператор çăмăл мар ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ.
“Новый путь” ЯХПКра та витесене май килнĕ таран сивĕ кунсене кĕтсе илме хатĕрленĕ. Мăйракаллă шултра выльăх тенеяльсен 184 пуç шутланать, çав шутра сакăрвуннăшĕ – сĕт антараканнисем. Тата 58 сысна пăхаççĕ ку коллективра. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, хуçалăхра выльăх шутне чакарман. Хĕл каçма 16,8 центнер апат единици выльăх апачĕ хатĕрленĕ. 11 уйăхра 3392 килограмм "пĕлтĕр 2919 килограмм" сĕт суса илнĕ тенеяльсем. 100 ĕне пуçне 75 пăру пăрулаттарнă. Патшалăх 440 пин тенкĕлĕх субсиди панă пулсан, “Новый путь” ЯХПК 894 пин тенкĕ ытларахлăх утă, улăм туяннă. Выльăх апачĕ илме хăйсен укçи-тенкине те уйăрнă тенеяльсем. Фураж туянасшăн вĕсем тата. Л.Гурьева, А.Иванова, Н.Зайцева дояркăсем, Н.Дмитриевапа Н.Васильева пăру пăхакансем, сыснасем патĕнчи В.Белов, А.Бадеряков скотник, Л.Иванова ветврач-осеменатор ырă сăмаха тивĕçлĕ. В.Иванов ĕçлет ферма заведующийĕнче.
“Красная Чувашия” ЯХПКра та пултăмăр эпир. Ăнланатпăр, выльăх пăхакансене пĕрре те çăмăл мар халь. Вăхăтра апатламалла, кунне икĕ хутчен сумалла ĕнесене, витесене тасатсах тăмалла тата ытти те. Эпир, чăвашсем, ĕçе тиркеместпĕр, шанса панă тивĕçсене пурнăçлассишĕн ларма-тăма пĕлместпĕр. 321 ĕне пур асăннă хуçалăхра, сăваканни – 175. Кунсăр пуçне 293 сысна шутланать енĕшнăрвашсен, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вĕсен шучĕ 43 процент ÿснĕ. 11 уйăхра 4470 килограмм сĕт сунă. Кашни выльăх пуçне 15,9 центнер апат единици выльăх апачĕ хатĕрленĕ. “Красная Чувашия” ЯХПКн выльăх апачĕ илме панă субсиди сумми – 661 пин те 940 тенкĕлĕх. Утă, улăм, жом 714 пин тенкĕлĕх илнĕ вĕсем. Рязань облаçне каясшăн татах утă илме. Çĕр ĕне пуçне 89 пăру илнĕ кунта.
Машинăпа ĕне сăвакан операторсене – А.Григорьевана, В.Васильевана, А.Данилова, В.Федотована, И.Герасимована, Е.Иванована, Н.Николаевапа Л.Александрова пăру пăхакансене, И.Александровпа Н.Петров скотниксене, сыснасем патĕнче тăрăшакан В.Леньковапа Н.Константинована кашни кунах харпăр хăй ĕçĕнче курма пулать. “Пур ĕç те хисепе тивĕçлĕ”, – теççĕ вĕсем. Т.Федорова заведующи ферма ĕçченĕсене хавхалантарса пыма тăрăшать.
Пирĕн пурĕ 10 хуçалăхра тĕрĕслев ирттерме май килчĕ. Ытти коллективсенче те выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарассишĕн тимлеççĕ. Çитменлĕхсем те куç умне пулчĕç. Асăрхаттарса хăварнисене фермăсен ĕçченĕсем пурнăçласса шанатпăр. Тата çакна каласа хăварар. Хĕлĕн пĕрремĕш кунĕнчех “Шимкусский” ЯХПКра вăкăрсен вити çунма пуçланă. Юрать-ха вут-кăвара ытлашши алхасма паман. Ытти хуçалăхсенче ку енĕпе питĕ тимлĕ пуласчĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурин те çирĕп пăхăнасчĕ.