03 декабря 2010 г.
Декабрĕн 3-мĕшĕ – инвалидсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Нумай çĕрте паллă куна халалласа инвалидсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, вĕсен нушисене, çивĕч ыйтăвĕсене май пур таран татса пама тимлеççĕ.
Пирĕн районта 1600 яхăн инвалид. Вĕсенчен нумайăшĕ хăй вăхăтĕнче сывлăха, вăй-хала шеллемесĕр Тăван çĕр-шыв, республика, район, коллектив ырлăхĕшĕн тăрăшнă, паян кун та тĕрлĕ отрасльте вăй хурать. Патшалăх инвалидсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерет, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма, чăрмавсăр пурăнмалли майсем туса пама тăрăшать.
Пурнăçра кирек кам та сусăрланма, сывлăхне çухатма пултарать. Анчах çав условисенче те нумайăшĕ алăсене усмасть, пурнăç тĕллевне çухатмасть. Вăл пурнăçшăн сыввисемпе тан кĕрешет, сахал мар чухне – сыввисенчен ытларах та. Акă пирĕн çĕр-шыври инвалидсен пĕрлештернĕ команди Ванкуверта иртнĕ Паралимп Вăййисенче сывă спортсменсенчен палăрмалла ытларах медаль çĕнсе илме пултарчĕ. Инвалид кÿми çинче ларакан штанга çĕклеме те, теннисла выляма та, ăс-тăн вăййисене хутшăнма та мехел çитерет. Инвалидсем общество пурнăçĕнче активлă позицире тăраççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланаççĕ.
Пирĕн районта та инвалидсем хушшинче хастар çынсем сахал мар. Вĕсем нăйкăшмаççĕ, шăпа кÿрекен йывăрлăхсене тÿсĕмлĕн çĕнтерсе пыраççĕ. Вĕсем хушшинче ял хуçалăх ĕçченĕсем те, суту-илÿре, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿре тăрăшакансем те, предпринимательсем те – тем тĕрлĕ ăста çын та – пур.
Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн правленийĕ районти пур инвалида та паллă кунпа саламлать, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунать.