03 декабря 2010 г.
Хĕл пуçламăшĕ. Çанталăк сивĕ. Ирĕксĕрех Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн “Таня” поэминчи “Тулта шатăртатать декабрь” йĕрки аса килет. Сивĕре, паллах, хăтлах мар. Анчах хĕл сивĕсĕр пулмасть ĕнтĕ. Çил-тăмансăр та мар. Апла пулсан, мĕн тума Хĕл Мучи.
“Акконд–агро фирма” обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче ĕнесем ăшă та хăтлă витере тăраççĕ. Сивĕ хăратмасть вĕсене. Выртаканни выртать. Хăшĕ шыв ĕçсе ăша кантарать. Виççĕмĕшĕ ятарлă механизмпа çан-çурăмне хышакласа канăç курать. Условисем лайăх кунта. Хутăш апата кунне икĕ хутчен миксерпа валеçеççĕ. Вăл улăмпа сенажран, комбикормран, жомран, тăварпа пурăран тăрать. Вĕтетсе хатĕрленĕ тата микроэлементсемпе пуянлатнă хутăша кашни ĕне умне хурса параççĕ. Çакăнтан пуçланать те сĕт туса илесси. Мĕншĕн тесен ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ.
Витере 498 пуç. Çак шутран сăваканни – 467. Ыттисем пушмаксем. Хальхи вăхăтра ĕнесем талăкра кашни вăтамран 12–13 килограмран кая мар сĕт антарнине каларĕç. Вĕсене кунне 3 хутчен сăваççĕ. Пăруланă хыççăн тăватă уйăхчен çапла. Сумалли зала пуçтарăнса, хăйсен черетне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ĕнесем. Çапла вара куллен 5 тонна ытла паха продукци ăсатать комплекс. Паха тесе сых ячĕшĕн кăна çырмарăм, вăл чăннипех те пысăк пахалăхлă, мĕншĕн тесен сĕте производство условийĕсем пачах витĕм кÿреймеççĕ, вăл ĕне çиллинчен сĕт пăрăхĕ тăрăх фильтрсем витĕр тÿрех холодильнике пырать. Сĕте “Юнимилк” фирмăн Шупашкарти филиалĕ туянать. “Аккондăн” кондитер фабрикине те ăсатаççĕ пăртак.
–Тăвайри сĕт продукчĕсен цехĕ хута кайсан? – интересленсе ыйтрăм “Акконд–агро фирма” обществăн генеральнăй директорĕнчен Вячеслав Павлович Ивановран.
–Вара унта та сĕт пама тытăнăпăр, хамăрăн вĕт, – терĕ вăл. Асăннă цеха çак уйăхра хута ярассине асăнчĕ. Çав вăхăта хатĕрленсе ку таранччен унта сахал мар ĕç тунă.
Гендиректор хăй выльăх-чĕрлĕх комплексĕн ĕçĕпе, унти коллектив тăрăшулăхĕпе, тĕпрен илсен, кăмăллă пулнине палăртнипе пĕрлех, ĕне витин тепĕр черетне – иккĕмĕш витене – туса пĕтересси вăт-вăт вĕçленсе пырассине те каларĕ. Подрядчиксем унта юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Ку витере сăвакан ĕнесемсĕр пуçне, пăрулас умĕнхи тата ерттермелли ĕнесемпе пушмак пăрусем, аслăрах ÿсĕмри тынасем пулĕç. Иккĕмĕш вите те, малтанхи пекех, ăшă та çутă, ирĕклĕ, тивĕçлĕ условисемпе тата ку чухнехи технологипе пулĕ. Вите çивитти профнастилпа утеплительтен, чÿречесем шторăсенчен тăраççĕ. Ăна та ку уйăхра хута яма тăрăшаççĕ.
Кирек хăш производство участокĕнче те ĕçсен ăнăçлăхĕ унта ĕçлекенсен пултарулăхĕпе тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Маларах асăнтăм-ха “Акконд–агро фирма” обществăн генеральнăй директорĕ В.П.Иванов выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче ĕçлекенсем пирки ырăпа калаçнине. Вĕсем паха продукци нумайрах туса илме, тăкаксене чакарма тăрăшнине ырлать вăл. Выльăхсен йышне тата ăрат пахалăхĕсене чакармасăр, вĕсен продуктивлăхне ÿстерсе пыма тимлени пархатарлă. Сăвăм кунта хĕлле те ÿссе пырĕ: çак уйăхра кăна акă хĕрĕх ытла ĕне пăруламалла, январьте тепĕр çавăн чухлĕрен кая мар тата ытти те. Паллă вĕт, пăрусем пăхса илнипе пĕрлех сăвăм та хушăнса пырать. Сĕт ытларах антарччăр тесе, сума пăрахтарнă тата пăрулас умĕнхи ĕнесене хăйсене кăна тивĕçлĕ рационпа тăрантараççĕ.