АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява – культура çуртне (Культура)

03 декабря 2010 г.

Çĕнĕ Ишпуçĕнче аннесен кунĕ ячĕпе ялти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ концерт кăтартрĕ.
Малтанах Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Чайкин хĕрарăмсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.
М.Баталова, К.Матвеева юрланă юрăсене ăшшăн йышăнчĕ ял-йыш. К.Горшкова, В.Скворцова вуланă сăвăсене те кăмăлласах итлерĕç аннесем.
“Асамат” фольклор ушкăнĕ юратнă амăшĕсене ача-пăча вăййисемпе паллаштарчĕ. Вырăнти вăйăсем, ташăсем, вăйă юррисем, тупмалли юмахсем, юрăсем, пулмасла халапсем, кĕске сăвăсем, такмаксем пулчĕç унта. Ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç.
Драмкружок членĕсем Н.Иванов çырнă 3 пайлă “Лартрĕ” комедие выляса пачĕç. М.Баталова (Пакрова), А.Максимова (защитник), К.Матвеева (судья), О.Мартынова (Шертешникова), С.Журавлева (писарь) хăйсен ролĕсене питех те ăста вылярĕç. Мероприятисене М.Петрова культура ĕçченĕ хатĕрленĕ.
Юлашкинчен аннесем дискотекăра ташласа савăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинче ĕçлĕ калаçу иртрĕ, клубăн малашнехи ĕç планĕпе паллашрĕç хĕрарăмсем, ал ĕç кружокĕ уçма кăмăл турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика