03 декабря 2010 г.
Ярославль облаçĕнчи “Лесное” пансионатра шашкăлла выляссипе Раççейĕн Тĕп федераллă округĕн чемпионачĕ иртрĕ. Унта 3 гроссмейстерпа 2 мастер тата мастер кандидачĕсем хутшăнчĕç. 16 çын хушшинче пирĕн районти Алексей Косарев та пулчĕ. Юлашки çулсенче вăл çĕр-шыври тĕрлĕ турнирсене хутшăнса 3 хутчен те мастер нормативне пурнăçларĕ, анчах çÿлте пыракан реорганизацисене пула çав ята тивĕçеймерĕ. Унашкаллисем çĕр-шывра 20 çынран та иртеççĕ иккен. Кăçал Раççейре спортри кăтартусен çĕнĕ классификацийĕ вăя кĕчĕ, çавăнпа та Алексей Егорович Тĕп округ чемпионатне хутшăнма шутларĕ. Вăл чемпионатра (ăна 9 турпа ирттернĕ) 5,5 очко пухса 5-мĕш вырăн йышăннă. Чемпионатра 4 шашист мастер нормативне пурнăçланă, çав шутра А.Косарев та. Гроссмейстерпа выляни икĕ мастерпа вылянине тăрать (çавна май чемпионатра 8 мастер вылянăн курăнать – 50 процент).
Чемпионатра малти вырăнсене гроссмейстерсем йышăннă: Н.Макаров (Мускав облаçĕ, 7 очко), А.Калачников (Мускав хули, 6,5 очко) тата В.Скрябов (Ярославль, 6 очко).