03 декабря 2010 г.
Авăн уйăхĕн вĕçĕнче эпĕ хытă ÿксе амантăм. Васкавлă пулăшу машинине чĕнме лекрĕ. Вунă минутран вăл çитсе те тăчĕ. Александр Петров фельдшер малтанхи пулăшу пачĕ. Тăвай больницинче Александр Васильев урана рентгенпа ÿкерсе илчĕ. Шăмă хуçăлнă иккен.
Хирурги уйрăмĕнче Эльвира Михайлова медсестрапа Инна Филиппова санитарка кĕтсе илчĕç. Николай Александрович Дмитриев заведующи Шупашкара операцине ярасси çинчен пĕлтерчĕ. Унччен нумай анализ памалла пулчĕ. Геннадий Иванович Юркин хирург, Зоя Анатольевна Степанова анестезиолог, Вера Сергеевна Семенова терапевт, Анатолий Иванович Игнатьев стоматолог, Ольга Валентиновна Дмитриева гинеколог, лаборанткăсем анализсене тĕрĕслесе, кирлĕ пĕ-тĕмлетÿ туса Шупашкарти травматологи центрне хăвăрт çитерсе пама пулăшрĕç.
Нина Николаевна Бурдасова тĕп врача та питĕ пысăк тав. Мана больница машинипе Владимир Иванов водитель хулана хăвăрт илсе çитерчĕ. Унта операци турĕç, пĕр уйăх сиплесен киле ячĕç. Халĕ эпĕ хама аванах туятăп, костыльсемпе майĕпен утатăп.
Тавтапуç сире, шурă халатлă çынсем! Нихăçан та ан чирлĕр, нумай çул пурăнăр, Турă пулăшса пытăр. Эсир ырă тунине нихăçан та манас çук.