АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Самбо кĕрешĕвне – 70 çул (Спорт)

03 декабря 2010 г.

Самбо кĕрешĕвне – 70 çул (Спорт)

Самбо кĕрешĕвĕ пирĕн çĕр-шывра 1940 çултан аталанма пуçланă.
Вăл тĕрлĕ халăхсен кĕрешÿ мелĕсен пуххинчен тăнă. Кăçал ноябрĕн
16-мĕшĕнче самбо 70 çул тултарнă ятпа 1992–1997 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче республикăри ăмăртусем пулчĕç. Вĕсене Тăрмăшри вăтам шкулăн команди те хутшăнчĕ. Шупашкара 10 çамрăк кĕрешÿçĕ кайрĕ. Ăмăртусем Ухсай ячĕллĕ культура çуртĕнче иртрĕç.
Пирĕн шкултан чи ăнăçлă ăмăртнисенчен Алексей Конова, Геннадий Ялугина тата Нăрваш шкулĕнчен Константин Станюкова палăртмалла. А.Конов 30 килограмран йывăр мар виçе категорийĕнче 3-мĕш вырăншăн пыракан тытăçăва кăна выляса ячĕ, маларах пурне те çĕнтерсе пынăччĕ. Вăл 4-мĕш вырăна тăрса юлчĕ. Г.Ялугин лайăх пуçларĕ, икĕ тĕл пулăва тасан выляса илчĕ, тепринче çухату тÿсрĕ, 3-мĕш вырăншăн пынинче – çĕнтерчĕ. К.Станюков иккĕмĕш çул çÿрет тренировкăсене. Пултаруллă спортсмен, кĕрешÿ техники лайăх, хăвăрт хусканусем тăвать. Вăл финала çитрĕ, анчах юлашки тĕл пулура хăйĕн умне çĕнтерме тĕллев лартаймарĕ, çавна май выляса ячĕ. Вăл, хăйне алла илнĕ пулсан, çĕнтерÿçĕ пулма пултаратчĕ.
Ăмăртусем çамрăк кĕрешÿçĕсемшĕн опыт пухмалли лайăх шкул. Акă Дмитрий Степанов пирĕн командăра чи çамрăкки. Вăл хăйĕн пĕрремĕш тĕл пулăвне выляса ячĕ, анчах пуçа усмасть, малашне тата çирĕпрех кĕрешес шухăшлă. Çакна вăл Чăваш телевиденийĕ илекен интервьюра та палăртрĕ.
Мала тухнисене самбо мелĕсемпе кĕрешсе тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ Н.Егоров хăй аллипе наградăсем пачĕ. Ку вара ачасене пушшех хавхалантарчĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: пъедестал çинче çĕнтерÿçĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика