30 ноября 2010 г.
Çак уйăхра эпир, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче вĕренекенсем, хамăрăн класс ертÿçипе Эльвира Николаевна Кирилловапа пĕрле шкул автобусĕпе Чăваш патшалăх филармонине “Нарспи” мюзиклпа паллашма кайса килтĕмĕр. Пирвай çула май Кÿкеç поселокне паллă китаеведа Никита Бичурина халалласа уçнă музее кĕрсе куртăмăр. Экскурсовод паллă ăсчах пирки тĕплĕн каласа пани пире питĕ килĕшрĕ, эпир залсем тăрăх Иакинф аттен монографи ĕçĕсене, словарĕсене курса тĕлĕнсе çÿрерĕмĕр.
Каçпа вара филармонире “Нарспи” мюзикл пăхрăмăр. Куракан зал туллиех. Вилĕмсĕр “Нарспине” çĕнĕ версипе лартнă. Ăна сцена çине кăларас тесе пирĕн ентеш, профессилле композиторсен республикăри пĕрлĕхĕн ертÿçи, филармони директорĕ Николай Казаков нумай тăрăшнă. Мюзикл чăннипех ăнăçнă. Унта ушкăнсем хутшăнаççĕ, артистсем рольсене юрласа пурнăçлаççĕ. Ташăсемпе те илемлетнĕ. Тумĕсем хитре, ку чухнехисем. Эпир халиччен мюзикл таврашĕ курман, пуçласа паллашрăмăр пулсан та, вăл пире çав тери кăмăла кайрĕ. Ăна тепре кайса курма та хатĕр.