АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх предпринимательсене хÿтĕлет (Правопорядок)

30 ноября 2010 г.

Патшалăх надзорĕ тата муниципалитет енчен тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне “Юридически сăпатсемпе уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлесси çинчен” Федераллă Законпа (294) килĕшÿллĕн патшалăх тата муниципалитет органĕсен черетсĕр тĕрĕслев йĕркелес пулсан, пирвай прокуратура органĕсемпе килĕшсе татăлмалла. Мĕншĕн тесен патшалăх юридически сăпатсемпе предпринимательсене вĕçĕм тĕрĕслевсемпе чăрмантарассинчен хÿтĕлет.
Кăçал район прокуратурине черетсĕр тĕрĕслевсем ирттерме ирĕк ыйтса организацисенчен 10 заявлени пырса кĕнĕ, çав шутра – Роспотребнадзор тата патшалăх Пушар надзор органĕсенчен – тăватшар, ветеринари контролĕпе – 2. Прокурор планпа пăхман 4 тĕрĕслев ирттерме ирĕк панă: Роспотребнадзор тата Госпожнадзор органĕсене – икшер. Черетсĕр тĕрĕслев ирттерме ирĕк илме витĕмлĕ сăлтавсем кирлĕ. Бизнес субъекчĕсенче йĕркесемпе нормăсене пăснă конкретлă тĕслĕхсем, тĕрĕслемелли çын тĕлĕшпе кирлĕ даннăйсем пулмасан, прокуратура планпа пăхман тĕрĕслев ирттерме ирĕк памасть. Çавăнпа ĕнтĕ тĕрĕслев органĕсем енчен те, предпринимательлĕх субъекчĕсем енчен те прокуратура йышăнăвĕпе килĕшменни çинчен çÿлерехри органсене çăхав таврашĕ пырса кĕмен. Прокуратура ку енĕпе законпа килĕшÿллĕн ĕçленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика