30 ноября 2010 г.
Ноябрĕн 22-мĕшĕнче çур çĕр иртни 2 сехет те 39 минутра районти пушар чаçне Амалăхри Озерная урамри пĕр кил хуçалăхра вут-çулăм тухнă пирки пĕлтернĕ. Пушара хирĕç кĕрешекенсем çийĕнчех çула тухнă. Вырăна çитсен, пурăнмалли çурт çунни паллă пулнă. Анчах пушара сÿнтернĕ çĕре вут-çулăм пурăнмалли çурта юрăхсăра кăларма ĕлкĕрнĕ.
Пушар сăлтавне тĕпчеççĕ. Ăна сÿнтерме Тăвайĕнчен икĕ, Тĕмертен пĕр пушар машини хутшăннă. Çапах та вут-кăварăн алли вăрăм авă, сиенĕ пысăк. Çавăнпа кил хуçисен, çынсен, пушарпа кĕрешекенсен ялан сыхă та тимлĕ, питĕ асăрхануллă пулма тăрăшмалла.