АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем пĕрле савăнчĕç (Общество)

30 ноября 2010 г.

Тăвайсем пĕрле савăнчĕç (Общество)

РФ Президенчĕн 1998 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе çирĕплетнĕ Амăшĕн кунне. Ăна чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Асăннă уявра ача пăхса çитĕнтернĕ е пепке кĕтекен хĕрарăмсене чыслаççĕ. Анне... Пирĕншĕн пуриншĕн те чи хаклă çын. Вăл ывăлĕсемпе хĕрĕсен савăнăçĕшĕн темĕн тума та хатĕр.
Иртнĕ эрнере пирĕн районти кашни ялта тенĕ пекех уявларĕç Амăшĕн кунне. Тăвай ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан хĕрарăмсем район центрĕнчи культурăпа кану центрĕн репетици тумалли залне пухăнчĕç.
Пысăках мар пÿлĕмре тĕрлĕ апат-çимĕçлĕ вăрăм сĕтел вырнаçтарнă. “Анне çинчен сăмах” ятлă кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсем çыхнă япаласемпе те паллашма пулать. Чÿкçырми, Вăрманхĕрри, Çăлпуç, Тăвай, Вырăс сали ялĕсенчи хăйсен тивĕçĕсене çÿллĕ шайра туса пыракан амăшĕсем пĕрин хыççăн тепри çитрĕç. Кам кăна çук пуль вĕсен хушшинче! Учитель, врач, доярка, сысна пăхакан, библиотекарь, культура ĕçченĕ тата ытти те. Пур ĕçре те маттур çав пирĕн аннесем. Хăш-пĕрисем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Хăнана пушă алăпа каймаççĕ, тенине лайăх пĕлеççĕ иккен вĕсем. Кашниех мĕн те пулин илсе килнĕ.
Уява Шупашкарти творчество çуртĕнче тăрăшакан ентешĕмĕр Т.Николаева уçрĕ. Амăшĕсем çинчен ăшă сăмахсем каларĕ вăл, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ.
Унтан Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Гаврилов тухса калаçрĕ. “Анне... Пирĕн пурнăçа пуçлакан хĕрарăм. Вăл юратма, пăшăрханма, каçарма пĕлет. Темĕн чухлĕ йывăр пулсан та, нихăçан та нăйкăшмасть. Харпăр хăй ĕçĕсенче палăраççĕ амăшĕсем, ачисене лайăх воспитани парас, вĕсене çĕр-шыва юрăхлă çитĕнтерес енĕпе те мухтава тивĕçлĕ пулаççĕ. Тавах сире пуриншĕн те, пирĕн хаклă аннесем, асаннесемпе кукамайсем! Амăшĕн кунĕпе саламлатпăр сире. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр пурте”, – терĕ Григорий Яковлевич.
Районти ветерансен совечĕн, Тăвай ялĕнчи хĕрарăмсен совечĕн председателĕсем Р.Гуринапа Н.Соколова, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Королева, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем – В.Терентьевапа Л.Михайлова тата ыттисем те сăмах илчĕç.
Калаçакансем хыççăн культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем – В.Александрова, В.Абржина, Н. Иванова, И.Дмитриева, Р.Маркова, Э.Иванова çĕнĕ юрăсем шăрантарчĕç аннесем çинчен. В.Шакртов вĕсене купăс каласа хавхалантарса пычĕ. Валерий Николаевич кайран пухăннă амăшĕсене пĕрле юрлама та сĕнчĕ. Уйрăмах В.Александрова Катя ятлă мăнукĕпе юрлани пурне те килĕшрĕ.
Хĕрарăмсем çавăн пекех тĕрлĕ блюдо хатĕрлес вăрттăнлăха та уçса пачĕç уявра. Мĕн кăна пĕçермен пуль вĕсем! Кашни блюдăна тутанма май килчĕ. Çапла чылайччен шăкăлтатса ларчĕç Тăвай тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан амăшĕсем, малашне обществăлла пурнăçра тата активлăрах пулма калаçса татăлчĕç. Хаваслă кăмăл-туйăмпа килĕсене саланчĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан амăшĕсем уяв кĕрекинче.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика