АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçхине те, кăнтăрла та пăхса тăраççĕ (Транспорт)

30 ноября 2010 г.

Çанталăк ун пек те кун пек алхасать чылай çĕрте. Юр чылай çуса тултарни çинчен кăтартать юлашки вăхăтра телевизор. Уйрăм вырăнсенче уйăхри нормăна пĕр талăкра çуса тултарни çинчен те пĕлтернĕччĕ, çавăнпа хуласемпе ялсен урамĕсенче, çулсем, трассăсем çинче юра тасатса ĕлкĕресси вырăн-вырăнпа проблема пулса тăнă.
Юлашки талăксенче пирĕн район территорийĕнче те юр çусах тăрать. Çавăнпа “Дорстрой” общество ĕçченĕсем каçхине те, кăнтăрла та çулсене пăхса тăраççĕ. Ирсерен маршрутлă автобуссем килсе çитнĕ çĕре çулсене хырса тасатса ĕлкĕреççĕ. Çул уйрăмах пăрлаклă тата сăртлă, хăпармалли-анмалли вырăнсене хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапса тăраççĕ тата ытти те. Çак ĕçсене пĕтĕмпех ятарлă техника пулăшнипе тăваççĕ. Чылайранпа ĕçлекен водительсемпе автогрейдеристсем, механизаторсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, канăçа мансах ĕçлеççĕ. Çулсен шанчăклăхĕ вĕсенчен нумай килет.
Хĕллехи çанталăк кĕске вăхăт хушшинчех темиçе тĕрлĕ улшăнма пултарать. Çавăнпа çул-йĕре пăхса тăракансем ялан тимлĕ пулма тăрăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика