АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тĕпел” клуб ларăвĕнче (Культура)

26 ноября 2010 г.

“Тĕпел” клуб ларăвĕнче (Культура)

Енĕш Нăрваш ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнче ĕçлет “Тĕпел” клуб. Унта тивĕçлĕ канăва тухнисем, ал ĕç тума юратакансем, çамрăксем те çÿреççĕ.
Çак кунсенче клуб ларăвĕ иртрĕ. Малтанах ялти врач офисĕн медсестри В.П.Семенова сăмах илчĕ. Грипп тата ытти ерекен чирсем пирки ăнлантарчĕ вăл. Ал ĕç куравĕпе паллашрĕç унтан пухăннисем. Г.Н.Сергеева, Г.М.Степанова, З.В.Герасимова, Н.Е.Димитриева, М.Д.Арестова, Г.В.Дмитриева хăйсем çыхнă, тĕрленĕ япаласем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕç.
Клуб çумĕнче çамрăксем валли кружок йĕркеленĕ. Ачасем унта пуканесем тата вĕсем валли тăхăнмалли япаласем, чечек, тапочки, укçа енчĕкĕ çыхаççĕ çекĕлпе. 4–5 классенче пĕлÿ пухакансем кăмăлласах çÿреççĕ кружока.
Культура çурчĕн ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе алăксемпе чÿречесен айккисене хупларĕç нумаях пулмасть. “Тĕпел” клуба тата ытти мероприятисене пуçтарăнакансене ăшă пултăр тесе тимлерĕç. Ларусем планпа пулса иртеççĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Тĕпел” клуба çÿрекенсем çавра сĕтел хушшинче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика