АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсен клубĕ ĕçлеме пуçларĕ (Культура)

26 ноября 2010 г.

Ялти культура çуртĕнче библиотекăн вулав залĕнче аслăрах çулхи хĕрарăмсен клубĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çак ырă та пархатарлă ĕçе пуçарса яраканĕ – педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зоя Ивановна Яцыкова. Шкулта ĕçленĕ чухнех пире, ĕçтешĕсене, ырă канашсем парса пулăшатчĕ. Яланах ĕçре çĕнĕлĕх патне туртăнатчĕ. Халĕ, тивĕçлĕ канура пулин те, яланах ăна учительсемпе ачасем, ял-йыш хушшинче куратăн. Алă усса ларма вăхăт çук унăн. Район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытать Зоя Ивановна.
“Район центрĕнче темиçе çул ĕнтĕ ветерансен клубĕ ĕçлет, мĕншĕн-ха ăна Тĕмер ялĕнче йĕркелес маар,“ – çак шухăш чылайранпа кăсăклантарнă педагогика ĕçĕн ветеранне. Çакна пуçарса ярас ĕçе вăл хăй çине илнĕ.
Кашни кĕçнерни кун, килти ĕçсенчен пушансан, аслăрах çулхи хĕрарăмсем вулав залне пухăнаççĕ. Кунта вĕсем пĕр-пĕринчен çăвăнмалли мунчала, хитрелетсе тапочкисем çыхма вĕренеççĕ. Кил хуçалăхра кирлĕ сĕнÿсемпе паллашаççĕ, канашсем параççĕ. Зоя Ивановнана çак ĕçре Галина Павловна Иванова библиотекарьпе ялти культура çурчĕн директорĕн ĕçĕсене туса пыракан Тамара Семеновна Ямщикова пулăшса пыраççĕ.
Юлашки занятие З. Яцыкова çывхарса килекен аннесен уявне тата хăйĕн амăшĕн "вăл нумаях пулмасть çĕре кĕчĕ" çутă сăнарне халалласа ирттерчĕ. Унта вăл Тĕмерти шкулта вĕренекенсене, педагогика ĕçĕн ветеранне, Чутейре пурăнакан Тĕмер хĕрне Вера Васильевна Юркинана йыхравларĕ. Ачасем аннесем çинчен çырнă сăвăсене илемлĕ вуласа итлекенсен чунĕсене хускатрĕç, чылайăшĕн куçĕсенчен куççулĕ те тухрĕ. Хĕрарăмсен клубĕн ертÿçи вара ачасене пĕчĕк парнесем тата тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Вера Васильевна Тĕмер шкулĕн историйĕ çинчен каласа пачĕ. Çак шкула уçаканĕ тата учительсен династине пуçарса яраканĕ Антонина Осиповна Торопова. Пухăннисене вăл сăн ÿкерчĕксемпе, альбомпа паллаштарчĕ. Тĕл пулу питĕ интереслĕ иртрĕ.
Кашни пухăнмассерен хĕрарăмсене вĕри чейпе, тутлă кукăльсемпе хăналаççĕ.
Çынсем клуб занятийĕсене кăмăлласа çÿ-реççĕ, çавăн пек ырă ĕç пуçаруçине тав тăваççĕ. Чăнах та, мĕнле аван йышпа пĕрле пуçтарăнса шăкăл-шăкăл калаçса ал ĕç туса ларма, иртнисене аса илме.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика