АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн çамрăк пожарниксем – виççĕмĕш (Общество)

26 ноября 2010 г.

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енре хурлăхлă датăна паллă тунă. 49 çул каялла çак кун Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Эльбарусово шкулĕнче пысăк пушар алхаснă, вут-çулăмра 110 çын – 106 вĕренекенпе 4 учитель пурнăçĕ татăлнă. Çак пысăк инкекре вилнисене асăнса кăçалхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта “Промтрактор-Промлит” ООО манежĕнче çамрăк пожарниксен дружинисен пушарпа çăлăнăç спорчĕн республикăри çулленхи ăмăртăвĕсем иртнĕ. Ку ăмăртусене вунулттăмĕш çул йĕркелеççĕ. Хальхинче “Промтрактор-Промлит” ОООн куçса çÿрекен кубокĕшĕн хамăр республикăри хуласемпе районсен 12 команди тупăшнă. Условисемпе килĕшÿллĕн 12–13, 14–15 тата 16–17 çулхисем ăмăртнă. Çамрăк пожарниксем хăйсен професси ĕçĕнчи дисциплинăсемпе вăй виçнĕ. Ăмăртусен итогĕсемпе командăн пĕрлехи зачечĕпе Шупашкарти ачасен профессие хăнăхтаракан “Огонек” клубри çамрăк пожарниксен дружини çĕнтерÿçĕ-лидер пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта – Шупашкар хулин суйласа пухнă команди. Виççĕмĕш вырăнта – пирĕн Тăвай районĕн команди. Район чысне хÿтĕлеме хальхинче Мучарти вăтам шкулти çамрăк пожарниксен команди тивĕçлĕ пулчĕ. Тренерĕ – А.И.Белов. Асăннă командăри çамрăк пожарниксем районти ăмăртусенче хăйсене пĕрре кăна мар професси тата спорт енĕпе пултаруллă пулнине кăтартса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика