26 ноября 2010 г.

Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле. Тĕлĕнтермĕшсем пирĕнпе юнашарах.
–Çынсем тухса пăрахаççĕ, эпĕ вара пуçтарса кĕретĕп, – çапла шÿтлерех хуравлать Чутейре пурăнакан Г.Цветков эрешлесе купаланă хÿмесемпе интересленекенсене.
Акă, Герасим Васильевич кил хуçалăхĕнчи 6 метр тăршшĕллĕ кĕтеслĕ хÿме хушшинчен алăк та тухать. 0,75 тата 0,5 литрлă пушă эрех кĕленчисемпе усă курса купаланă ăна. Никĕсне те кантăк савăтсенченех янă. Нумай вăй хума тивнĕ, паллах. Пуçтар-ха 4 пин ытла кĕленче! Свалкăсенче, халăх канма юратакан вырăнсенче ахалех япăхса выртаççĕ вĕсем. Эрешлесе хитрелетме тĕрлĕ тĕслисене суйланă ĕçчен кил хуçи. Шыв кĕрсе çурăласран кашни бутылкинех пăкăласа тухнă. Ăста каменщикăн ĕçĕ питех те курăмлă пулса тухнă.
Çак ялти Г.Яклашкин хуçалăхĕнчи беседка та илемĕпе хăй патне туртать. Ултă кĕтеслĕ кану вырăнне те пушă бутылкăсенчен тунă. Геннадий Павлович вара больницăсенче система яма усă куракан кĕленчесене янă. Çапла майпа, стройматериал перекетленĕ, иккĕмĕшĕнчен, беседка пурин кăмăлне те каять. Кил хуçин тепĕр ăслай та пур-ха. Пурнăçлансан пĕлтерĕпĕр вулакана. Сăн ÿкерчĕкпех пичетлĕпĕр.
Сăн ÿкерчĕксенче: бутылкăсенчен купаланă беседкă.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.