26 ноября 2010 г.
Таса та тикĕс, йĕркеллĕ çулпа çÿреме яланах кăмăллă. Çакна шута илсех ĕнтĕ, çул-йĕр ĕçченĕсем çулсене май килнĕ таран лайăх тытса тăма тăрăшаççĕ. Анчах, шел пулин те, пурте вĕсенчен кăна килмест. Çанталăк улшăнсах тăни çулсем çинче те хăш-пĕр чăрмавсем, йывăрлăхсем кăларса тăратать.
Хĕллехи çулсем вара, кашни çыннах паллă, пăрлак та ултавлă. Çакăнпа кĕрешеççĕ-ха çул-йĕрсене пăхса тăракансем. Çапах та хĕллехи çулсем хăвăрт улшăнса тăраççĕ. Çавăнпа çуран çÿрекен çынсен те, водительсен те çул çинче тимлĕхе самантлăха та çухатма юрамасть. Ун пирки инкеклĕ ĕç пулсан кăна аса илни çителĕксĕр.
Хĕл – сивĕ вăхăт, çула пĕрмай пăрлаклантарать, унсăр пуçне çил-тăман тухса, çулсене шăлса лартать, хÿсе кайма та пултарать, умра курăнаслăх та вăйсăрланать. Çавăнпа водительсен машинăна шанчăклă, йĕркеллĕ хăвăртлăхпа тытса пымалла. Çав вăхăтрах халĕ те руль умне ÿсĕрле ларса тухакан водительсем сахал мар. Вĕсене пурне те закон тăрăх явап тыттараççĕ. Çул çине тухакан машина, паллах, техника тĕлĕшĕнчен те юсавлă пулмалла – çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Инкек таврашĕ ан пултăр тесен, водителĕн çуран çынсемпе те хĕлле нихçанхинчен сыхă та тимлĕ пулмалла, çул çÿрев правилисене çирĕп пăхăнмалла.