АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр çулччен, кĕрхи уяв (Культура)

26 ноября 2010 г.

Хир илемĕ каять,
Çеçен хир пушанать.
Пĕрмай çумăр çăвать,
Ку хăçан пулать-ши
Çак сăвă йĕркисемпе пуçланчĕ Тăрмăшри культура çуртĕнче кĕрхи уяв. Залра ларакансем пĕлчĕç сăвă авторне, чăваш халăхĕн паллă çыравçине К.Иванова. Сцена çине виçĕ команда тухрĕ. Пĕрремĕшĕнче, “Виççĕ çурă” ятлинче, 11 класра вĕренекенсем: Виктор Звонарев, Светлана Яковлева, Екатерина Карзакова, Ксения Георгиева, Александра Семенова, Снежана Ефремова студентсем “Анкл Бенс” ушкăн йĕркеленĕ. “Кĕрхи мобильник” командăра ял çамрăкĕсем пулчĕç – Евгений Семенов, Ангелина Спиридонова, Игорь Кириллов.
Малтанах командăсем хăйсемпе паллаштарчĕç, кулăшла сценкăсемпе курма килнисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç: кĕркунне çинчен тупмалли юмахсемпе ваттисен каларăшĕсем, сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç, артист-çăлтăрсем пек туса кăтартрĕç. Залра ларакансем те хутшăнчĕç вăйăсене. Жюри членĕсем (О.Алексеева, Е.Иванова, О.Капитонова, Л.Семенова) конкурссене тĕрĕс хак парса пычĕç.
Уявпа саламлама 3-мĕш класра вĕренекенсем килнĕ. Саша Алексеев, Миша Капитонов, Дианăпа Лолита Табаевасем, Настя Николаевапа Оля Рузавина сăвăсем каларĕç, “Пахча çимĕç” ятлă юмах кăтартрĕç. Надя Семенова вара уçă та çепĕç сассипе “Кăвакарчăн” юрра шăрантарчĕ. Куракансене килĕшрĕ, тепĕр хут та кăларчĕç сцена çине. Лайăх вĕренет вăл. Тăвайри музыка шкулне те çÿреме вăхăт тупать. Çамрăк юрăçăн малашлăхĕ пысăк.
Жюри тĕрлĕ номинаципе хакларĕ командăсен пултарулăхне: “Чи хастаррисем” – студентсем, “Чи пултаруллисем” – вун пĕрмĕшсем, “Чи хĕрÿллисем” – Ангелина Спиридоновапа Евгений Семенов. А.Спиридонова “Мисс Кĕркунне – 2010”, В.Звонарев “Мистер Кĕркунне – 2010” пулчĕç.
Уяв пурне те килĕшрĕ. Программăна Елена Матросова ертсе, Марина Матросова кĕвĕ-çемĕне йĕркелесе пычĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика