АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Пуласлăх – социаллă дизайнра!” (Интервью)

26 ноября 2010 г.

“Пуласлăх – социаллă дизайнра!” (Интервью)

Иртнĕ эрнере Мускавра телевиденипе радиовещани работникĕсен издательствăпа полиграфи комплексĕнче муниципалитет хаçачĕсен редакцийĕсенче ĕçлекенсен (дизайнерсен, веб-дизайнерсемпе фотокорреспондентсен) ăсталăхне ÿстермелли эрнелĕх семинар ĕçлерĕ. Унта “Ял ĕçченĕ” хаçата компьютерпа калăплакан В.Никитин та хутшăнчĕ. Вырăнти хаçатçăсем паллă журналистсемпе тĕл пулнă, вĕсемпе ку чухнехи техника хатĕрĕсем вырнаçтарнă аудиторисенче мастер-классем ирттернĕ. Ирĕклĕ лару-тăрура иртнĕ хутшăнусем хаçатçăсен асĕнче манăçми йĕр хăварнă. Эрне епле иртсе кайни те сисĕнмен.
Эпир вулакана Василий Васильевич Никитин издательство комплексĕн ертсе пыракан дизайнерĕнчен, курссен преподавателĕнчен Сергей Головкăран илнĕ интервьюпа паллашма сĕнетпĕр.
 
Эсир çĕр-шывăн таçти кĕтесĕнче те пулса курнă ĕнтĕ. Çав шутра – Атăл çи тăрăхĕнче те?
–Çапла, нумай çÿреме тивнĕ. Ханты–Манси автономиллĕ округрах – вуннăран кая мар пуль, пĕтĕм Тюмень облаçне çаврăннă, Урал, Пушкăрт тăрăхĕнче пулнă, çав шутра – Чăваш Енре те. Вырăна тухса регионсенче тăтăш семинарсем йĕркелетпĕр е редакци коллективĕ чĕннипе те пыратпăр.
Эсир хаçат дизайнĕ енĕпе йăлтах пĕлетĕр темелле. Çак ăнлава кăшт вулакана ансатрах чĕлхепе кĕскен те пулин уçса параймăр-ши?
–Çапла, хам мĕн астăвассах дизайн енĕпе ĕçлетĕп. Дизайн хаçат тĕнчинче тахçанах ама çури вырăнĕнче. Регионсенчи пичет кăларăмĕсем ăна хаçата чăрмав кăна кÿрекен пĕлтерĕшсĕр ĕç вырăнне хурасси йăлана кĕнĕ.
Унччен типографире хаçата наборлакансем, версткăлакансем – япăх-и – начар-и, шедеврсемех тăваймасан та, вулама юрăхлă страницăсем кăларса пынă. Унтан компьютерсем кайрĕç, çамрăк смена экран çинче пуçласа нумай программăсен ячĕсене курма тытăнчĕ. Астăватăп-ха çав вăхăтсене, Корел-дро программăна çиелтен кăшт кăна пĕлекен те хăйне дизайнер вырăнне хуратчĕ. Адаптаци тапхăрĕ, оборудовани вĕçĕмсĕр ванни... Хаçата вара кăлармаллах!
Çук, дизайн кĕл çинчен тепĕр хут çĕкленнĕ. Анчах ун çине мăнттайла пăхасси халĕ те пĕтмен. Ку чухнехи дизайн темле чаплă материала та 100 очко фора пама пултарать. Материал хаçатра мĕнле курăнасси унăн содержанийĕнчен кăна мар, ăна мĕнле “кĕпе” тăхăнтарнинчен те нумай килет. Информацие вулакан патне çитернĕ чух сăнарлăх пирки манмалла мар (сăн ÿкерчĕк, графика).
Эсир хаçатсем малашне текстсăрах тухĕç тесшĕн мар пуль? Мĕнле-ха апла?
–Çук-çке, ун пирки сăмах та пулма пултараймасть. Çав вăхăтрах текст ăнăçлă сăн ÿкерчĕкпе е ахаль ÿкерчĕкпе пĕрле пичетленсен, унăн витĕмĕ ÿсет. Çав витĕме ÿкерчĕк ÿстерме пулăшать. Апла пулсан, хаçатри сăн ÿкерчĕк текст материалĕпе тан, эппин унăн пĕлтерĕшне пурин те хаклама вĕренмелле. Сăн ÿкерчĕкпе текст пĕр-пĕрне пулăшма тивĕç, çавна май тема вулаканшăн курăнмалларах пулса тăрать.
Дизайнер тивĕçне мĕнре куратăр тата?
–Дизайнер хаçат страницисене графика меслечĕсемпе калăплать, графикăлла сăнарлăх тăвать. Çав никĕс çинче текст материалĕсем тăрăх вулакан ку е вăл объект, пурнăçри пулăм пирки лайăхрах ăнланать. Хаçат дизайнерĕ вăл – информацие нумай çыншăн ăнланмалларах чĕлхе çине куçарса кăтартакан. Вулакана текст урлă ăнлантарма нумай çырмалла, дизайнер вара хăйĕн мелĕсемпе çав информациех кĕскен те курăмлă, сăнарлăрах туса кăтартма пултарать. Дизайнерăн пĕр вăхăтрах проектировщик те, маркетолог та, психолог та пулмалла. Эппин, дизайнăн социаллă пĕлтерĕшĕ татах ÿсĕ. Ун умĕнче – пуласлăх.
Тавах семинаршăн тата калаçушăн.
–Тепре тĕл пуличчен!
 
Сăн ÿкерчĕкре: С.Головко преподавательпе В.Никитин слушатель заняти вăхăтĕнче

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика