АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Чăваш эрешĕ” кĕнеке-альбом презентацийĕнче (Культура)

26 ноября 2010 г.

Чăваш халăх художникĕ, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.С.Спиридонов çуралнăранпа кăçал 120 çул çитрĕ. Ăна республикăра анлăн паллă турĕç. Нумаях пулмасть вара Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче паллă датăна халалласа кăларнă “Чăваш эрешĕ” кĕнеке-альбом презентацине йĕркелерĕç. Ку кĕнекене художник вуншар çул хушши кăранташпа е сăрăпа ÿкерсе, пуçтарса пынă, анчах халиччен куравсенче е кĕнекесенче пулман ĕçсене кĕртнĕ, ăна искусствоведени докторĕ А. Трофимов тăрăшнипе кăларнă.
Презентацие гуманитари ăслăлăхĕсен институтчĕн директорĕ Ю.Исаев уçрĕ. А. Трофимов доктор тунă доклада пурте кăсăклансах итлерĕç. Презентаци вăхăтĕнче çавăн пекех искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев (хăй вăхăтĕнче С.Максимовпа Воробьев композиторсем çинчен сумлă кĕнекесем кăларнăскер), М.Спиридоновăн Шупашкарти музей-хваттерĕн заведующийĕ Н.Садюков тухса калаçрĕç. Ентешĕмĕрсен ячĕпе манăн та сăмах калама тиврĕ. Мероприятие хутшăнакансене саламлама ятарласа “Тăвай ен” ансамбль ушкăнĕ пынăччĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе сывламасăр тенĕ пек киленсе ларчĕç культурăпа искусство ĕçченĕсем. Хамăр ялти З.Васильева юрласа ярсан, чĕрере кашнин чăвашлăх, тăванлăх туйăмĕ капланса çĕкленчĕ. Тăвăллăн алă çупса тав турĕç юрăçа. Ушкăна В.Шакртов вăйăç купăспа ăста хавхалантарса пычĕ. Институтăн иккĕмĕш хутĕнче фойере М.С.Спиридоновăн ялти музейрен ятарласа илсе килнĕ 10 ĕçĕнчен курав уçрĕç. Нăрвашсем те пулчĕç куравра. Вĕсен хушшинче чăваш художникĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи В.А.Кузьмин, П.И.Семенов пенсионер, М.Спиридоновăн çывăх тăванĕ О.И.Меркурьевапа унăн хĕрĕ, А.Иванов (Сĕрмек) тата ыттисем. Калаçу малалла “çавра сĕтел” хушшинче тăсăлчĕ. Тĕрлĕ çынсен аса илĕвĕсене итлесе ларма кăмăллă пулчĕ. Ольга Ильинична паллă художникăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă интереслĕ самантсем çинчен каласа пачĕ. Шупашкарсем ялти истори астăвăмĕн музейне М.С.Спиридонова халалласа кăларнă кĕнеке-альбомпа буклет парнелерĕç. А.В.Иванов (Сĕрмек) тăрăшнипе чÿк яшки те пулчĕ презентацире.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика