АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пулса иртет-ха Тăвайра? (Общество)

26 ноября 2010 г.

Чăнах, мĕн пулса иртет-ха Тăвайра? Ку ыйту районта пурăнакансене кăна мар, Шупашкар таранах кăсăклантарать. Республикăри районсен администрацийĕсем пурте тенĕ пекех пуçлăхлă пулса тăчĕç, пĕр Тăвай районĕн кăна пуçлăх çук. Икĕ уйăха яхăн влаçсăрлăхра пурăнатпăр. Тĕрĕссипе влаçĕ юлнă-ха, анчах ăна темле шалкăм çапнă.
Юрĕ, çитĕ шахвăртса, йĕркипе каяр. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕ хăйĕн ларăвĕнче, ытти ыйтусемпе пĕрлех, район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнассипе çыхăннă конкурс комиссийĕ тăвас ыйтăва та сÿтсе явнă, унăн йышне çирĕплетсе хăварнă ?”Ял ĕçченĕ” хаçатăн 107-мĕш номерĕ). Йĕркепе килĕшÿллĕн, ку йыша патшалăх влаçĕн органĕсенчен тепĕр виçĕ çынна кĕртмелле пулнă. Конкурс комиссийĕ заявленисене чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕччен йышăннă. Камсенчен заявленисем пырса кĕнĕ, çакна вулакансем пĕлеймерĕç, мĕншĕн тесен район администрацийĕн ун çинчен пĕлтерме кăмăл пулмарĕ пулас. Конкурс комиссийĕ палăртнă кун – чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче – кандидатсен заявленийĕсене пăхса тухрĕ. Вĕсем тăватă çынран пырса кĕнине “сарафанлă радио урлă” кăна пĕлме тÿр килчĕ. Пуçлăх пуканне йышăнма хатĕррисен ретĕнче районăн унчченхи пуçлăхĕ Н.И.Иванов, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ В.И.Ильин, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В.В.Александров пулнă иккен. Конкурс комиссийĕ администраци пуçлăхĕн должноçне йышăнма Н.И.Иванов кандидатурине суйласа илнĕ, ăна çирĕплетме районти депутатсен Пухăвне тăратнă. Депутатсем ку хутĕнче “яланхилле” пĕр шухăшлă пулайман.
16 депутатран ларăва пĕри хутшăнайман (вырăнта пулманнипе), улттăшĕ Н.Иванов кандидатуришĕн сасăланă, саккăрăшĕ хирĕç пулнă, пĕр бюллетене пăснă тесе йышăннă. Çак процедура пирки район администрацийĕ хаçата каллех нимĕнле информаци те памарĕ, ун вырăнне черетлĕ номерте çĕнĕрен конкурс ирттерес пирки пичетлесе кăларчĕç. Мĕн сăлтавпа ăна тепĕр хут ирттереççĕ? – çур сăмах та çук. Чаршав хыçĕнче çавăн пек пытанмалла вăйăсем ирттерни ырă пулăм мар. Ку вăл хамăр халăха, суйлавçăсене хисеплеменни, вĕсенчен шикленни.
Уççи-хуппи çуккипе халĕ районта тем те калаçаççĕ. Пĕрисем вут чулĕ пек çирĕп депутатсене, хăйсен шухăшне уççăн пĕлтерме хăюлăх çитернĕшĕн, ырлаççĕ, теприсем ку хутĕнче те пуçлăха çирĕплетме май килмесен, района республика Президенчĕ сĕннĕ кандидат ертсе пыма тытăнать, теççĕ. Виççĕмĕшсем влаçрисем “оппозицири” депутатсене пĕрерĕн-пĕрерĕн хăйсем майлă çавăраççĕ пулать. Ку процедура пуçланнă имĕш. Темле хыпар та çÿрет Тăвай тăрăхĕнче, анчах “сарафанлă радиопа” пĕлтернисем кăна. Влаçрисен районта мĕн пулса иртнине мĕншĕн суйлавçăсене ăнлантарса парас мар?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика