23 ноября 2010 г.
Район центрĕнче санэпидстанци филиалĕ вырнаçнă. Вăл тасалăхшăн тăрăшакан, чир-чĕртен асăрхаттаракан учреждени. Анчах унăн штатĕнче вуншар çын пулас пулсан та, тасалăхшăн чи малтанах хамăрăн тăрăшмалла. Мĕншĕн çыратăп-ха çакна. Нумайăшĕ аякри ялсенче те мар, Тăвай ялĕн урамĕсенчех çÿп-çап, кĕленчепе пластик савăтсем сапаланса вĕçсе е выртса çÿренине курмăш пулать. Тĕрĕс, вĕсене пуçтарса илсе тухма нумай çĕре контейнерсем лартса панă халь. Анчах вĕсенчи çÿп-çапа вăхăтра илсе тухса ĕлкĕрейменрен тавралăх вараланать. Çапла, вăхăтра туман ĕç – икĕ хут ĕç.
Автостанцири Галина Федорова техслужащи урамри площадкăри çÿп-çапа, ăпăр-тапăра мĕнле пухса-тасатса ĕлкĕрет-ши. Унăн ĕçне йывăрлатас мар тата автостанци йĕри-тавра таса пултăр тесен, пирĕн те, пассажирсен, автостанцири магазинсемпе киосксене пырса çÿрекенсен тасалăхпа типтерлĕх пирки ытларах шухăшламалла, тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа, унта усă курнă япаласемпе вараламалла мар, вĕсене урнăна пăрахма тăрăшмалла.
Урампа тăвалла хăпарнăçемĕн канавра шуç банкăсем, хут коробкăсем выртаççĕ. Çул айккисенче те ун-кун япаласем курăнаççĕ.
“Сахарок” магазин хыçĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнче те час-часах çÿп-çап куписене курма пулать. Вĕсене вăхăтра свалкăна илсе каяйманнипе çил çÿп-çапа таврана сапалать.
Тăвайне килен-каян çак йĕркесĕрлĕхсене тÿрех асăрхать. Ун пекки куçа тÿрех тирĕнет. Çавăнпа Тăвайра пурăнакансен, организацисемпе учрежденисенче, коммунальнăйĕнче ĕçлекенсен харпăр хăй вырăнĕнчи тасалăх пирки ытларах тимлемелле.