23 ноября 2010 г.

Темиçе çул каяллах ĕçлеме пуçланă кооператорсен пулă тăварлакан тата тĕтĕмлекен цехĕ. Малтан унта пĕр çын кăна пулнă. Тăварланă пулла консерв банкисем çине касса хурса суту-илĕве сĕнме пуçласан, ĕç нумайланнă. Пулла тăварлама хатĕрлемелле, витресене, консерв банкисене çумалла, цехне тасатмалла, тĕтĕмлеме çакмалла тата ытти те. Ĕлкĕр кăна. Халĕ ку енĕпе Надежда Витальевна Юркинапа Любовь Егоровна Никифорова вăй хураççĕ.
Эпĕ вĕсен ĕçĕпе паллашма ирхине сакăр сехет тĕлнелле çитрĕм. Хĕрарăмсем сельд пулла магазинсене леçме пластмасса витресем çине тултаратчĕç.
–Юратса ĕçлесен пур çĕрте те савăнăç тупма пулать. Эпир пĕр кунта 120–150 килограмм сельд, 30–40 килограмм скумбри тăварлатпăр. Килька, горбуша, кета пулăсем те хатĕрлетпĕр тепĕр чухне. Эрнере икĕ хутчен тĕтĕмлеме çакатпăр. Тĕтĕмленĕ скумбри ыйтаççĕ халь ытларах магазинсем. Консерв банкисене Шупашкартан илсе килеççĕ. Вĕсене лайăх çăватпăр малтан. Тăварланă пулăн пуçне касса илетпĕр, ăш-чиккине, шăммине кăларатпăр та пĕчĕк татăксем çине пайлатпăр, вара тип çу е çимĕç шывне янă банкăсем çине хурса хупса тухатпăр. Вĕсене тÿрех уяв сĕтелĕсем çине лартма пулать, касса-тасатса вăхăт ирттермелле мар,–хăйсен ĕçĕпе хаваспах паллаштарчĕç хĕрарăмсем.
“Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăра шутланать асăннă цех. “Любовь Егоровна пирĕн патăрта – 20 çул, Надежда Витальевна 17 çул тăрăшаççĕ. Пулă тăварлас, тĕтĕмлес енĕпе уйăхри плана тултарса пыраççĕ вĕсем. Питĕ харсăрскерсем, мухтава тивĕçлĕ”,–тесе пĕлтерчĕ обществăри ĕçсене йĕркелесе тăракан Т.Обаськина.
Сăн ÿкерчĕкре: Н.Юркинапа Л.Никифорова хăйсем хатĕрленĕ продукципе паллаштараççĕ.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.