23 ноября 2010 г.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсем туяннă чухне вĕренÿ тата сывлăх сыхлав учрежденийĕсем бюджет укçи-тенкине ытлашши тăкакланă тĕслĕхсем пирĕн районта та пулкаланă. Чăн та, суммисем пысăках мар, çавах та... Сăмахран, вĕренÿ учрежденийĕсемпе (садиксемпе шкулсем) 94,355 пин, сывлăх сыхлав учрежденийĕпе 35,014 пин тенкĕлĕх. Ĕнерхи кун тĕлне вĕренÿ учрежденийĕсем çав суммăран 13,603 пин, сывлăх сыхлавĕпе 35,014 пин тенкине тавăрса панă.
Халĕ муниципаллă учрежденисем валли апат-çимĕç таварĕсем туяннă чухне ертÿçĕсемпе шут ĕç работникĕсем енчен тимлĕх ÿсни сисĕнет. Юлашки вăхăтра ку енĕпе палăртнă суммăран ытлашши иртмен. Йывăрлăхран тухас тĕллевпе фермерсемпе тата уйрăм çынсемпе килĕшÿсем тунă.