АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хыпар-хăнарне килех çитерет (Общество)

23 ноября 2010 г.

Элпуçĕнчи почта уйрăмĕн начальникĕ Оксана Вячеславовна Васильева черетлĕ отпускран тухни тинтерех кăна-ха. Подписка вăхăчĕ пулнăран, тÿрех çанă тавăрма тивнĕ ăна. Тепĕр тесен, хăй каланă тăрăх, вăл отпускра та хаçат çырăнтарас ыйтупа çынсемпе калаçмасăр, тĕл пулмасăр тăман. Ĕçчен те ăш пиллĕ, тивĕçлĕхе туякан хĕрарăм урăхла пулма та пултараймасть ĕнтĕ. Кăçал ăна çĕнçырмасем вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма та суйланă. Эпĕ унпа калаçнă чухне вăл шăпах депутат ĕçĕпе хыпаланатчĕ.
Хăй çеç мар, вăл ертсе пыракан коллектив та хастар çынсенчен тăрать. Пĕр шухăш-кăмăлпа тата пĕр тĕллевпе ĕçлекен ушкăн чăмăртаннă кунта. Хăйпе пĕрле ĕçлекенсем пирки ялан ырă калать Оксана Вячеславовна. Тăватă почтальонка кунта, тăваттăшне те ятран, ашшĕ ятĕнчен тата хушаматран асăнчĕ. Эпĕ вĕсене пурне те лайăх пĕлетĕп пулин те, çавах та Элпуçĕнче Алена Владимировна Борисова, Çĕнçырмара Алина Анатольевна Павлова, Ураскассинче Любовь Алексеевна Александрова, Нÿшкассинче Елена Климовна Павлова почтальонкăсем тăрăшаççĕ, терĕ. Паянхи куна “Ял ĕçченĕ” хаçат хăш яла миçе экземпляр пырса тăнине те каларĕ: Çĕнçырмана – 63, Нÿшкассине – 54, Ураскассине – 61, Элпуçне – 64. Район хаçатне çамрăксем те, ватăсем те çырăнса илеççĕ – кăмăллă çакăнпа Оксана Вячеславовна. Вăл “Ял ĕçченне” çуллен илсе тăракан çынсенне ятран-шывран асăнчĕ. Василий Сергеевич Сергеевпа Авель Алексеевич Ильин пенсионерсем, Элпуçĕнчи Колоколовсем, хăй вăхăтĕнче бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Елена Михайловна Федорова, Ирина Николаевна Петрова учительница тата ыттисем те. Кашни ялпа – вуншар ят-хушамат. Çĕнçырма ялĕнчи Олег Кошевой (Масар) урамĕнче пурăнакан çамрăк çемьесем район хаçатне хапăл пулнине те каларĕ. Ленинград, Пушкин, Молодежнăй урамсенче пурăнакансем те чылайăшĕ çырăнса илеççĕ. “Ял ĕçченĕ” хаçат район хыпар-хăнарне килех илсе çитерет вĕт, ăна мĕнле çырăнмасăр юлăпăр теççĕ”, – пĕлтерет çынсен шухăш-кăмăлне Оксана Вячеславовна.
Эль енче пурăнакансем район хаçатне, чăнах та, çулсеренех сахал мар экземпляр илсе тăраççĕ. Çакă вăл пĕрлех кунти почта уйрăмĕнче ĕçлекенсен сулмаклă тÿпи те ĕнтĕ. Вĕсем вĕт-ха район хаçачĕпе кăна эрнере икĕ хутчен кашни подписчик патне çитеççĕ.
–Паянхи куна икçĕр экземпляра та çитеймен-ха çырăнни, анчах “Ял ĕçченне” çитес çул валли те умĕнхи шайран кая мар илсе тăма кăмăл тăвасса шанатпăр, çавăнпа подписчиксемпе курнăçсах, тĕл пулсах тăратпăр, хăйсем те килеççĕ хамăр пата, – теççĕ Элпуçĕнчи почта уйрăмĕнче ĕçлекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика