АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хытах шухăшлаттарма тивĕç (Здравоохранение)

19 ноября 2010 г.

Табак сиенĕ çинчен пичетре ялан аса илтерсе тăраççĕ-ха. Район хаçачĕ те ун пирки тăтăшах хускатать. Мĕн тăвăн, табак хăйне евĕр наркотик пекех, унран хăтăлма ансатах мар. Чăн та, хăв çине тăрсан, вăй çитерсен, ăна пăрахма пулать-ха ĕнтĕ. Мĕншĕн табакпа хамăрăн сывлăха хамăрăн хавшатмалла, ĕмĕре кĕскетмелле.
Хĕвеланăç çĕр-шывсенче, тĕслĕхрен, Польшăра табак туртакансене ĕçе те илмеççĕ имĕш. Ресторансенче е кафесенче ятарласа пÿлĕм уйăраççĕ, çавăнта çеç табак туртма ирĕк параççĕ.
Тепĕр тĕслĕх. Хусан хулинче табак тĕпне ăçта килнĕ унта пăрахма йывăр иккен: милици уншăн штраф тÿлеттерет. Çитменнине, штраф сумми те пĕчĕккĕ мар: 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран.
Челябинск хулинче вара, хамăр çĕр-шыврах, газ пăрăхĕсем кăларакан заводра табак туртакансене ĕçе илмеççĕ. Екатеринбургра “перекур” текенни ĕçе пуçăниччен тата кăнтарлахи апат вăхăтĕнче.
Табак туртни, паллах, нихăш енĕпе те ырă мар. Тĕслĕх шыраса аякка кайма кирлĕ те мар. Акă хамăр район центрĕнчех табак тĕпĕ ăçта килнĕ унта выртнине курма пулать. Çапла районти культурăпа кану центрĕ умĕнче ларса канмалли вырăнсем – саксем пур. Вĕсенчен пĕрин çинче эпĕ паллакан пĕр çын табак мăкăрлантарса ларать. Эпĕ ун патне çывхарса пынă чухне вăл çăварĕнчи табака сÿнтермесĕрех асфальт çине ывăтрĕ. Хăйĕнчен аякра та мар урна ларать пулсан та сÿнтерсе унта пăрахмарĕ. Эпĕ ун пек тума юраманни çинчен асăрхаттарсан, алă сулчĕ кăна. Çапла вара табакпа хамăр ăша тата сывлăша варалатпăр кăна мар, тавралăха та çÿплетпĕр.
Хăшĕ-пĕри табака пÿртре мăкăрлантарать, килĕнче пĕрле пурăнакансен, ачисен сывлăхĕ пирки шухăшламасть те. Ку вăл, ман шутпа, пĕчĕк преступлени тунипех танлашать.
Укçа-тенкĕ те самаях пĕтереççĕ табак туртакансем. Телевизор çинче шутласа панă тăрăх, уйăхра 37 килограмм çăкăр “туртса” яраççĕ тата ытти те.
Пирĕн Раççей табак туртассипе тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çакă хытах шухăшлаттарма тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика