19 ноября 2010 г.
Çĕнĕ çурт-йĕр лартни – пурнăçшăн тăрăшни. Тĕмерти Ленин урамĕнчи Максимовсем – Галина Петровнапа Максим Леонидович ку таранччен пĕчĕк йывăç пÿртре пурăнчĕç. Халĕ вара çĕннине хута ярасшăн тăрăшаççĕ. Ăна кирпĕчрен хăпартнă, мансардăллă е икĕ хутлă теме те пулать. Çурт лартасси укçа-тенкĕсĕр пулмасть, паллах. Галина ялти шкулта ĕçлет, мăшăрĕ, Максим, республика тулашне ĕçлеме çÿрет. Çапла вара иккĕшĕ те укçа ĕçлесе илеççĕ. Унсăр пуçне вĕсене çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма патшалăх та укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Пысăк та хăтлă çуртра вĕсене пурăнма та ирĕклĕрех пулать ĕнтĕ. Максимовсем хуралтисене те лайăх çавăрнă.
Катяковсем те пăрăссенчен пысăк çурт лартса пĕтерчĕç. Хăйсен вăйĕпех турĕç вĕсем ăна, çут çанталăк газĕ кĕртсе, пурăнма тытăнчĕç. Екатерина Еремеевна малтан парти ĕçĕнче пулнă, кайран учительте ĕçлесе пенсие тухрĕ, мăшăрĕ, Николай Егорович, хурт-хăмăр ăсти.
Тĕмерте тата ял поселенийĕн территорине кĕрекен ытти ялсенче те çĕнĕ çурт-йĕрпе хуралтăсем çавăракансем татах та пур.