19 ноября 2010 г.
Тăвайри Владимир Павловичпа Елена Ивановна Сергеевсем 5 ывăл пăхса ÿстернĕ. Çемье пуçĕ – водитель, Канашри элеваторта ĕçлет. Кил хуçи хĕрарăмĕ – çыхăну ĕçченĕ, нумаях пулмасть ăна çывăх çыннисем, тăванĕсем, пĕрле ĕçлекенсем 50 çулхи юбилейĕпе саламларĕç. Нумай ăшă сăмахсем каларĕç Сергеевсем пирки. Хăна-вĕрле пухнă кунсенчех ывăлне Мишăна салтака ăсатрĕç вĕсем.
Çак туслă мăшăрăн кĕçĕн ывăлĕ çар ретне тăчĕ. Аслисем Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç ĕнтĕ.
–Ачасем хĕсмете кайма юрăхлă пулнăшăн савăнатпăр,–тет пилĕк ача амăшĕ. –Мăшăр та йышлă çемьере ÿснĕ.
Тенеялĕнчи Анна Васильевнапа Павел Сергеевич Сергеевсем 7 ача – 5 ывăл та 2 хĕр – çуратса ура çине тăратнă.
“Манăн пилĕк ывăл та салтак пăттине çинĕ”,– тенĕччĕ хуняма мăнаçлăн.
Çапла, вăл вăхăтра салтака юрăхлă арçын шутра пулнă çав. «Пирĕн те çара кайма юрăхлă пултăрччĕç тесе кĕл тăваттăм»,–аса илет иртнине Елена Ивановна.
Кĕçĕнни, Миша, Тăвай шкулĕнче вĕреннĕ чухнех Хусанти юридически институтăн кунта уçăлнă ятарлă курсĕнче пĕлÿ илнĕ. Алла аттестат илсен институтăн Канашри филиалĕнче малалла вĕреннĕ. Вăл та, пиччĕшĕсем пекех, физкультурăпа, спортпа туслă. Шкулта чухнех кире пуканĕ çĕклессипе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса 9 медаль çĕнсе илнĕ.
Ашшĕпе амăшĕ ачисене аслă пĕлÿ парас тесе пĕтĕм вăй-халне параççĕ. Михаил служба хыççăн вĕренĕве малалла тăсĕ-ха. Асли, Сергей, университетăн машиностроительнăй факультетне пĕтернĕ, ĕçлет. Николай юриста вĕреннĕ. Павел экономист профессине алла илет. Алексей техникум хыççăн хăйĕн специальноçĕпе тăрăшать.