19 ноября 2010 г.
Эпĕ Элпуçĕнчи вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренетĕп. Хамăр шкул мана питĕ килĕшет. Унăн историйĕ кăсăк та пуян. Мĕн чухлĕ вĕренекен шкулта пĕлÿ, ăс пухса, тĕнчен тĕрлĕ кĕтессине саланман пулĕ.
Кашни ирех Çĕнçырма ялĕнчен тухса аслă çулпа шкула васкатăп эпĕ. Ялтан инçех те мар, çулăн сулахай енче, кĕске вăхăт хушшинчех çĕнĕ шкул çурчĕ юмахри пек хăпарса ларчĕ.
Нумаях та пулмасть ун пирки ĕмĕтленме кăна пултарнă эпир. Халĕ вара капмар та тĕлĕнмелле хитре шкул – куç умĕнче. Кунта ĕçе чунтан парăннă çынсем тăрăшни курăнать. Вĕсем шкул çуртне çеç мар, унăн территорине те хăйне евĕрлĕ илемлĕ тума тимлеççĕ. Ĕç шавĕ самантлăха та шăпланмасть кунта.
Эпĕ çĕнĕ шкулта вĕренме пуçласса чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Пирĕншĕн тăрăшакансене тав сăмахĕ каласа та пĕтерес çук. Элпуç тăрăхĕнче çакăн пек чаплă шкул çĕкленни пурин чунне те савăнтарать.