АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçатçă ĕçĕ пысăк сума тивĕçлĕ (Общество)

12 ноября 2010 г.

Журналист – чи кăткăс профессисенчен пĕри. Ку ĕçре нумай пĕлекен, хăвăрт шухăшлакан, вăйлă характерлă çынсем кăна тăрăшма пултараççĕ. Статьяра эпир çыракансен пĕрлĕхне мĕнле йĕркеленипе, калем ăстисен ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пулса пынипе кĕскен паллаштарма шутларăмăр.
1918 çулхи ноябрĕн 16–18-мĕшĕсенче Мускавра пичет ĕçченĕсен пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ, 106 делегат хутшăннă унта. Пĕтĕм Раççейри журналистсен союзне йĕркеленĕ. “Хаçатра тăтăшах е вăхăт-вăхăтпа çыракансем, сотрудниксем, корреспондетсем журналистсен союзĕн членĕ пулма пултараççĕ”,–тесе çырса хунă Уставра. Иккĕмĕш (1919), виççĕмĕш "1922), тăваттăмĕш (1928) съездсенче те журналистсен союзне хăй тĕллĕнлĕ творчествăлла пĕрлешÿ туса хурайман. 1929 çулта вара тĕрлĕ сăлтав шыраса вырăнсенче журналистсен организацийĕсене пĕтерме пуçланă. Йывăр лару-тăрура йĕркеленнĕ хаçатсенче çыракансен союзĕ.
Хусан кĕпĕрнинчи пичет ĕçченĕсен съездне чăвашла тухакан “Канаш” хаçатăн редакторĕ А.П.Лбов та хутшăннă. Унтан Александр Петрович чăваш журналисчĕсен союзне туса хурас ыйтăва хускатнă коллективра. Малалла ку ĕçе Етĕрне уездĕнчи хаçатăн редакторĕ Г.П.Кубарев тăснă. 1920 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи журналистсен пухăвĕнче пичет ĕçченĕсен профессипе производство союзĕ йĕркеленĕ. Геннадий Петровича председательне суйланă, Устав хатĕрлеме, союз ĕçне йĕркелесе яма сĕннĕ. Пуçланса кайнă вара хĕрÿ ĕç. Етĕрнере журналистсен союзĕ ĕçлеме пуçланă, облĕçтăвкомăн полиграфи пайĕн типографи çумĕнчи наборщиксен шкулĕ уçăлнă, ĕçялкорсен съезчĕсем иртнĕ. Чăвашла çĕнĕ хаçатсем кун çути курма тытăннă. Кĕнеке кăларакан издательство хăйĕн алăкĕсене уçнă. Журналистсемпе писательсене пĕр чăмăра пĕрлештерме “Канаш” хаçат нумай витĕм кÿнипе союза çавнашкал ят панă 1923 çулхи июнĕн 30–июлĕн 1-мĕшĕсенчи пухура. Н.Золотов (редактор), А.Иванов (ответлă секретарь), С.Авксентьев (Лашман), Н.Патман, С.Фомин (Хумма Çеменĕ), Н.Васянка, А.Быков, П.Львов, П.Дмитриев тата ыттисем, пурĕ 40 ытла пичет ĕçченĕ журналистсен союзĕн членĕ пулса тăнă малтанхи çулах.
Унтанпа Чăваш Енри журналистсен союзĕн вун çичĕ съезчĕ пулса иртнĕ. Вĕсенче пичет ĕçченĕсен тĕрлĕ задачисене татса панă. Чăваш журналисчĕсен союзĕ паянхи куна 450 çынна пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем çĕр-шыври, республикăри кулленхи пурнăçри çĕнĕлĕхсене чи малтан пĕлеççĕ çырса-каласа кăтартаççĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн 172 хаçат, 63 журнал, 44 телекомпани тата 35 радиоредакци ĕçлет. Чăваш радио та хăйĕн тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлама пуçланине асăнмалла.
Журналистсем професси ăсталăхне уçса паракан конкурссене хаваспах хутшăнаççĕ. Раççей шайĕнче те мухтава тивĕçлĕ пулаççĕ Чăваш Енĕн хаçатçисем.
Пирĕн районта та журналистсен пуçламăш организацине туса хунă. Шел, унăн ĕçне пуçлакансем, ахăртнех, пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тăвай енри калем ăстисен малтанхи утăмĕсене пĕлекенсем пулсан аванччĕ. 1979 çултанпа вара вырăнти журналистсен ĕçне И.Соловьев йĕркелесе пынă. Н.Кадикин, А.Смирнов, И.Гладков, А.Павлов союз членĕ пулса тăнă. Каярахпа Н.Николаев, Г.Соловьев, В.Илларионов, А.Романов, Л.Павлова, В.Чайкин, Р.Шумова, А.Никитина вĕсен йышне хушăннă.
Паянхи куна районти журналистсен организацийĕнче çичĕ çын тăрать. Тăвай Енре пичет ĕçĕн витĕмлĕхĕшĕн тимлекенсем нумай. Хăш-пĕрисем кĕнеке кăларма та вăй çитерчĕç. Енĕш Нăрвашра пурăнакан А.Ефимов, В.Пастухов адвокат (Тăвай), М.Якимова (Нÿшкасси) тата ыттисем те. Журналистсен организацийĕнче çамрăксем çукки шухăшлаттарать. Енчен те эсир пичет ĕçĕпе кăсăкланатăр, хаçат содержанине пуянлатма хаваспах хутшăнатăр пулсан, эпир сире хамăр коллектива йышăнма хатĕр. Сăмах ирĕклĕхĕ пирки шухăшлакансене пĕр чăмăрта çăмăлтарах пулĕ.
Чăваш Президенчĕ М.Игнатьев нумаях пулмасть республикăри редакцисен ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçни те хаçат-журналпа, телевиденипе радио ĕçне малашне тата пысăкрах тимлĕх уйăрма пуçлассине çирĕплетет. Михаил Васильевич “ЧР обществăлла палати çинчен” проекта информаципе пичет хатĕрĕсенче анлă сÿтсе явма сĕннĕ. Пурнăçри проблемăсене тÿртен, мĕнле пур çапла çутатма чĕнсе каланă. Çавăн пекех М.Игнатьев Президент коррупци палăрăмлă пулăмсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çитменлĕхсемпе йĕркесĕрлĕхсем çине пÿрне витĕр пăхнине, граждансен прависемпе ирĕклĕхне пăснине çирĕп контрольте тытма хушнă журналистсене.
Çавăн пекех ку калаçура республикăри журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров хаçатçăсене патшалăх енчен хавхалантарма пуçлама ыйтнă. Хăш-пĕр регионсенче “Тава тивĕçлĕ журналист е пичет ĕçченĕ” хисеплĕ ятсем те параççĕ иккен. Тата нумай ыйтусем хускатнă тĕл пулура, хаçатçă ĕçĕ пысăк сума тивĕçлине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика