12 ноября 2010 г.

Пурăнан пурнăçра Кузьмич пек пултаруллă та ырă кăмăллă çынсемсĕр май килмест. Сăмах кунта Киччĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Тăвай ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Валерий Кузьмич Кузьмин пирки пырать-ха. Вăл районти чи ăнăçлă та чи пирвайхи предпринимательсенчен пĕри. Урăхла каласан, хальхи самана çынни.
Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскер, пурнăç çулне Валерий Кузьмич Амалăхри сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтерсе, 1968 çулта Вăрнарти совхоз-техникумăн ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнинчен пуçланă. Техникум хыççăн çамрăк специалист Томск облаçĕнчи сăнавлă-кăтартуллă хуçалăхра ветфельдшерта ĕçлеме тытăннă. Унта çамрăка ятарлă вăтам вĕренÿ заведующийĕ хыççăн направленипе ĕçлеме янă. Анчах çав çулах унăн çар тумтирне тăхăнма тивет. Служба хыççăн пĕлĕвне малалла ÿстерме, вĕренсе аслă пĕлÿ илме тĕв тăвать çамрăк, Иваново облаçĕнчи ял хуçалăх институчĕн ветеринари факультетне кайса кĕрет. Каярах Чулхулари ял хуçалăх институтне куçать. Ăна пĕтерсен, кам шутланă-ха шăпа çапла йĕркелесе пырать тесе, хăй малтан пĕлÿ илнĕ Вăрнарти совхоз-техникумрах çамрăксене вĕрентме тытăнать.
Анчах Валерий Кузьмич хăйшĕн çавах та производствăпа ветслужба ĕçĕ çывăхарах пулнине туять. Çавăнпа пĕр хушă совхоз-техникумра вĕрентнĕ хыççăн хамăр районти ветстанцире ĕçлеме пуçлать. Чăн та, ăна кунта вăрах тытăнса тăма памаççĕ, сысна самăртмалли районти комплекса ветслужба ĕçне çирĕплетме яраççĕ. 1985–1991 çулсенче вара Валерий Кузьмич – Тăвайри ял хуçалăх управленийĕн тĕп ветеринари врачĕ. Вăл çулсене нумайăшĕ лайăх астăвать. Перестройка, çĕнйĕркелÿ тапхăрĕ пулнă çав вăхăт çĕр-шывшăн. Ветеринарсем хăйсен ĕçне-хĕлне пурнăç ыйтнă шайра туса пыма, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе тимлĕ кĕрешме, производствăна ырă витĕм кÿме тăрăшаççĕ.
–Çав çулсенче ветеринарсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тата ветстанцин пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе те чылай ĕç тума пултартăмăр. Пурăнмалли икĕ хваттер, пристрой, канализаци турăмăр, шыв кĕртрĕмĕр, гаражсене çĕнетсе йĕркелерĕмĕр, машинăсем туянтăмăр,– каласа парать Валерий Кузьмич.
Районти тĕп ветеринари врачĕпе ветстанци сотрудникĕсем колхозсемпе совхозсен фермисене тăтăшах тухса çÿренĕ, профилактика ĕçĕсене мала хунă, производствăра вăй хуракансемпе тата ялсенчи çынсемпе тĕл пулса, чир-чĕрпе унран сыхланмалли майсем çинчен калаçу пуçарнă.
Çав вăхăтрах Валерий Кузьмичшăн предприниматель ĕçĕ те чуна çывăх пулнă. Вăхăчĕ те çавна ыйтнă. Вăл ку тĕлĕшпе те халăхшăн çывăх та усăллă, çынсене хуçалăх ĕçĕнче тата йăлара пулăшмалли май тупнă. Сахалран пуçланă та вăй илсе аталанса пынă. Çапла ĕнтĕ хастар предприниматель халăха, предприятисемпе организацисене вунсаккăрмĕш çул кирпĕчпе, ытти строительство материалĕсемпе, тимĕр-тăмăр изделийĕсемпе, тĕрлĕ хатĕрпе, инвентарьпе тивĕçтерет. Хăш-пĕр япаласене заказпа вырăнтах туса хатĕрлессине те йĕркеленĕ. Çакăнсăр пуçне ялсене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ çулсенче Валерий Кузьмич районти мĕн чухлĕ çемьене газ котелĕсемпе, пăрăхĕсемпе, счетчиксемпе, ытти хатĕрсемпе тивĕçтермен-ши. Вĕсемшĕн çийĕнчех тÿлеме укçа çитерейменнисене кирлĕ япалана вăхăтлăха кĕтмелле пани те пайтах пулнă. Ăнланма, пулăшма тăрăшнă çынсене. Халĕ те çак йăлана çирĕп тытса пырать. Сăмахран, Тенеялĕнчи Ахтямовсем каласа кăтартни паян кун та асрах-ха. “Тавтапуçах Кузьмича. Пÿрт лартнă чухне укçа çитсе пыман вăхăтсенче мĕн чухлĕ материала алă-ура çавăрсан тÿлесе татмалла кивçен парса пулăшмарĕ-ши“,–тенĕччĕ вĕсем. Çакнашкал ырă сунса тав тунисене киччĕсенчен те, сăхăтпуçсенчен те, ытти хăш-пĕр ял çыннисенчен те пĕрре кăна мар илтнĕ эпĕ.
Паян кун та çынсенчен, клиентсенчен татăк тăмасть унăн магазинĕпе строительство таварĕсен картишĕ. Унăн кал-кал та пархатарлă ĕçĕ хăех паха реклама пулса тăрать. Районти тĕрлĕ ялсене куллен çул тытаççĕ Валерий Кузьмич предпринимателĕн кирпĕч, цемент, хăма, пăрăхсем, тимĕр-тăмăр изделийĕсем е ытти материалсем тиенĕ машинисем. Халăхшăн ку питĕ кирлĕ тата лайăх та заказ панă япаласене килех çитерсе пани.
Спонсор пулса та пайтах пулăшать В.Кузьмин предприниматель. Çав вăхăтрах хăй те Раççей Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисĕпе тачă çыхăну тытать, кирлĕ чухне бизнеса малалла аталантарма кредитсем илет, вĕсене вăхăтра тавăрса парать. Банк хăйĕнпе шанчăклă хутшăнса ĕçленине пысăка хурса хаклать, ку тĕлĕшпе кăçалхи акатуйра Валерий Кузьмин предпринимателе Дипломпа тата парнепе чыслани те çакна лайăх çирĕплетсе парать.
Киччĕсем те, ентешĕсем, Валерий Кузьмича çамрăксене спорт тумĕсемпе инвентарĕсем илсе панăшăн, спорт ăмăртăвĕсенче спонсор пулса пулăшнăшăн тата хăйсен ялĕ таврашĕнчи çăлсене тасатнăшăн тав тăваççĕ. Валерий Кузьмич районта пуçласа хăйсен ялĕ çывăхĕнче канмалли тата шыва кĕмелли ятарлă вырăн тунă. Малашне унтах çурт хăпартса лартас шухăш та пур. Халĕ унăн пуçарăвĕн тĕслĕхĕпе ытти хăш-пĕр ялсенче те шыва кĕмелли тата канмалли вырăнсем тăваççĕ. Ырă ĕç паха çимĕç кÿрет авă.
Валерий Кузьмич профессийĕпе выльăх тухтăрĕ тата паянхи ĕçĕпе индивидуальнăй предприниматель пулсан, унăн мăшăрĕ вара, Елена Николаевна, терапевт, çынсене сиплекен тухтăр. Вăл пĕлĕвĕпе çеç мар, хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çепĕç чĕлхи-çăварĕпе те сиплеме пултаракан ăшпиллĕ те хитре сăн-сăпатлă специалист-хĕрарăм. Упăшки çав енчен пулнипе çыхăннă пекех, вăл Киччĕ, Кĕрше, Мучар ялĕсен çыннисене йышăнать районти тĕп больница поликлиникинче. Чирлисем, ватăсем патне вырăна та тухса çÿрет.
Пĕр-пĕрне ăнланса, яланах варлă та тату пурăнни çинчен каласа параççĕ Кузьминсем пирки. Вĕсен маттур хĕрпе ывăл. Улмисем йывăççинчен аякка ÿкмеççĕ тенĕ евĕр, ачисем те ашшĕ-амăшне хывнă, сатур, пултаруллă, çамрăклах пурнăçра хăйсен вырăнне тупма тăрăшаççĕ. Хĕрĕ, Светлана, Мускаври Туслăх университетĕнче вĕренет. Отличница. “Ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕр тесе çине тăма пултарать вăл”,– савăнать хĕрĕпе ашшĕ. Ывăлĕ те, Игорь, пĕлтĕр республикăри олимпиадăра мала тухнă, Раççей Федерацийĕнчи тупăшăва хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Вăл Тăвайри вăтам шкулăн вунпĕрмĕш класĕнче пĕлÿ пухать. Çинетăраслăх çамрăклах уçăмлă палăрать унра. Пĕчĕкрен ашшĕпе предпринимателлĕх ĕçне хутшăнса ÿснĕрен бизнес тени те халех ют мар уншăн.
Статья пуçламăшĕнче эпĕ Кузьмич пек пултаруллă та пуçаруллă, ырă çынсем пурнăçра питех те кирлине асăннăччĕ. Ун пек çынсем пурнăçа малалла яма, аталанма пулăшаççĕ. Ыттисем те, уйрăмах çамрăксем, Кузьмич пек çынсен тĕслĕхĕпе обществăра хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупĕç, бизнеса, творчествăпа пуçарулăха анлă çул парса, пурнăçа малалла аталантарса, унăн майĕсемпе технологийĕсене, условийĕсене çĕнетсе, лайăхлатса пырĕç.
Юлашкинчен çакна та асăнса хăварар: кăçалхи октябрьти суйлавра киччĕсемпе кĕршесем тата мучарсем Валерий Кузьмич Кузьмина районти депутатсен Пухăвне депутата суйласа чыс турĕç, икĕ кандидатурăран ăна шанчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: В.К.Кузьмин предприниматель.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.