12 ноября 2010 г.
Ял хуçалăхĕнче ĕç пĕр-пĕринпе çыхăнсах пырать. Тухăçшăн тăрăшса, сăмахран, “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕнче халĕ те çĕртме сухи тăваççĕ. Ку вăхăт тĕлне 413 гектар сухаланă. Ку тĕлĕшпе ДТ-75 маркăллă тракторпа ĕçлекен Петр Егорович Герасимов уйрăмах нумай ĕç тунине каласа пачĕ кооператив ертÿçи Владимир Валерьянович Герасимов. Кĕрхи тĕш тырă культурисене те сахал мар акса хăварнă кооператив уйĕнче, вĕсем пурĕ 409 гектар йышăннă. Сухаланă çĕрте хура тĕс, кĕр тыррисем акнă уйра симĕс тĕс куçа илĕртеççĕ халь, чуна ăшă парса тăраççĕ.
Çавăн пекех фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тесе те сахал мар тимлеççĕ.
Ĕне витинче проходсене юсанă, чÿречесене йĕркелесе майлаштарнă. Çĕнĕ холодильник те туянма пултарнă. Халĕ, выльăх апачĕ çителĕксĕртерех пулнă пирки, Киров облаçĕнчен утă кÿрсе килеççĕ. Жом та илсе килнĕ, унта хуçалăх ертÿçи ятарласа хăй кайнă.
Сысна ферминче çĕнĕ транспортер вырнаçтараççĕ.
Халĕ фермăна каçса çÿрекен кĕпере тÿрлетсе йĕркелес пирки шухăшлаççĕ. Питĕ ванса, çăрăлса пĕтнĕ унта. Ванчăк кирпĕч илсе, “Дорстрой” обществăпа килĕшсе тÿрлетсе йĕркелеме çук-ши теççĕ.