АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявларĕç (Культура)

09 ноября 2010 г.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Енĕш Нăрвашри культура çуртне çынсем йышлăн пухăнчĕç. “Пĕрлешсе туслă пурăнар” ятлă пулчĕ уяв программи.
Чи малтанах Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров сăмах илчĕ. Виталий Васильевич асăннă уяв историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Кулленхи ĕçсене палăртса хăварчĕ тата. “Кашни килтех туслăх, сывлăх, юрату пултăр. Уяв ячĕпе сире, пурне те!”–çапла ырă сунса вĕçлерĕ хăйĕн вăл калаçăвне.
Кăçал вĕрентекен çулталăкĕ пулнă май ялти шкулти кĕçĕн классенчи ачасем хăйсене пĕлÿ паракансене халалланă юрăсем шăрантарчĕç. Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студентки Е.Тихонова вырăс тата чăваш халăхĕсен юррисене шăрантарчĕ. Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренекен Н.Степанован сасси те залра ларакансене килĕшрĕ. Çынсем асăннă хĕрсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. М.Герасимова, А.Кузнецова тата М.Кузнецова хальхи ташăсемпе паллаштарчĕç.
Юлашкинчен халăх театрĕ çумĕнчи “Путене” студи тухрĕ сцена çине. В.Степанова культорг пулăшнипе çамрăк артистсем А.Михайлова çырнă “Пирĕн те пурăнас килет” ятлă пĕр пайлă пьеса тăрăх спектакль лартрĕç. Вĕсен пултарулăхĕпе те халăх кăмăллă юлчĕ, чылайччен алă çупса тав турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика