09 ноября 2010 г.
Тăрăшнине кура ĕç кăтартăвĕсем лайăхланса пырсан чун савăнать. Çапла кăçалхи тăхăр уйăх итогĕсем “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем ырми-канми ĕçленине кăтартса параççĕ. Кăçал çанталăк та чылай чăрмантарчĕ, кирлĕ вăхăтра çумăр çумарĕ, типĕ те шăрăх вăраха тăсăлчĕ. Ял ĕçченĕсем тем пекех вăй хурса ĕçлерĕç пулсан та, утă-улăм та, тырри-пулли те чылай сахалрах пулчĕ умĕнхи çулхинчен. Çапах та тăрăшнипе тăрăшманни пĕр мар, ял ĕçченĕсем йывăрлăхсене май килнĕ таран çĕнтерсе пыма пултарчĕç. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене ырăпа асăнас килет.
Типĕ те шăрăх çанталăк кĕтĕве çÿреме те чăрмантарчĕ, выльăхсене те, кĕтÿçĕсене çăмăл килмерĕ. Апла пулин те Юрий Николаевич Иванов, Иван Петрович Александров, Николай Лукич Петров, Андрей Владимирович Чернов кĕтÿçĕсем пуçĕсене усмарĕç. Вĕсем тăрăшнипе тата ытти ĕçченсем те вăй хурса ĕçленипе çуллахи вăхăтра куллен 2-шер тонна ытла сĕт сутрăмăр фермăран, , çавăнпа кооператив кассине те укçа-тенкĕ уйăхсерен сахал мар кĕчĕ.
Фермăра 363 пуç ĕне выльăх шутланать, Вĕсенчен 175-шĕ – сăвакан ĕнесем. Пĕлтĕр дояркăсем тăхăр уйăхра 225,1 центнер сĕт суса илнĕ пулсан, кăçал вара – 283,4 центнер. Çак ÿсĕме, тĕпрен илсен, выльăхсен продуктивлăхне ÿстернĕ никĕс çинче тунă: иртнĕ çул январь-сентябрь уйăхĕсенче кашни ĕнерен 2496 килограмм сĕт сунă, кăçал вара 3981 килограма çитернĕ.
Альбина Анатольевна Григорьева доярка хăйне çирĕплетсе панă ĕнесенчен кашнинчен 4582-шер килограмм сĕт суса илме пултарчĕ. Пĕрле ĕçлекенсем – Валентина Петровна Федотова пĕр ĕне пуçне 3900, Андрей Иванович Данилов 3680 килограмм сĕт сурĕç. Ытти ĕне сăвакансем те вĕсенчен юлас мар тесе тимлесе ĕçлеççĕ. Вунă уйăхри кăтартусем тата сулмаклăрах ĕнтĕ.
Кăçал пăрусем те пĕлтĕрхинчен чылай ытларах пăхса илнĕ: ĕнесенчен те, пĕрремĕш хут пăрулаттарса илнисенчен те.
Выльăхсем самăртнă çĕрте те кăтартусем аван: талăкра вăтамран 761-шер грамм ÿт хушнă пăрусем.
Ĕçлес тесех ĕçлеççĕ пирĕн выльăх-чĕрлĕх пăхакансем. Çавăнпа хăйсен ĕçне те тивĕçлĕ хакпа йышăнасса кĕтеççĕ. Халĕ 1 литр сĕте 15 тенкĕпе сутатпăр пулин те, дояркăсене вара ĕлĕкхи хакпа – 1 литршăн 30 пус кăна тÿлетпĕр.
Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, выльăх апачĕ сахалрах пирĕн кăçал. Çавăнпа хуçалăха ертсе пыракансем хăш-пĕр апата туянса хатĕрлеме те тăрăшрĕç. 2011 çулта выльăхсене мĕн çитерсе продуктивлăха малалла ÿстерес пирки те халех шухăшлаççĕ ферма хĕрĕсем.
Çапла, мал ĕмĕтпе вăй хураççĕ ферма ĕçченĕсем, хăйсене халсăрланма памаççĕ, пурнăç лайăхлансах пырасса, продукци ытларах та ытларах туса илме май килессе шанса вăй хураççĕ.