АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене тата интересĕсене хÿтĕлесе (Правопорядок)

09 ноября 2010 г.

РФ Гражданла-процессуаллă кодексăн 45-мĕш статйипе килĕшÿллĕн прокурор РФ гражданинĕн, çынсен ушкăнĕн прависемпе ирĕклĕхĕсене тата законлă интересĕсене, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн, РФ субъекчĕн, муниципалитет йĕркеленĕвĕн интересĕсене хÿтĕлесе судран пулăшу ыйтма пултарать. Çавнашкал тивĕçе пурнăçлама унăн сăлтавсем пулмалла: гражданин сывлăхне, ватлăхне е дееспособноçне çухатнине тата ытти сăлтавсене пула судран хăй пулăшу ыйтма пултараймасть. Граждансен прокурортан хăйсен социаллă прависене, ирĕклĕхĕсене тата ĕç хутшăнăвĕсемпе çыхăннă законлă интересĕсене, çемьене, амăшлăхĕпе ашшĕлĕхне тата ачалăха хÿтĕлес, социаллă хÿтлĕх, патшалăх тата муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен хваттерпе тивĕçтерес, сывлăха сыхлас (çав шутра медицина пулăшăвĕ парасси те), вĕрентÿ тĕлĕшпе пулăшу ыйтас енĕпе чарак таврашĕ çук.
Акă Тăвайри Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ 30-мĕш çуртра пурăнакан Ш. гражданкăран çуркуннепе хĕлле хваттере çумăр шывĕпе юр ирĕлсе пулакан шыв анни çинчен прокуратурăна çăхав пырса кĕчĕ. Ш. тулли мар яваплăхлă “Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управляющи компани” обществăна çуртăн çемçе çивиттине юсама ыйтса заявлени те çырнă, анчах общество, укçа-тенкĕ çитмест тесе, çав ĕçе пурнăçламан.
Прокуратура тĕрĕслев йĕркелерĕ те Ш.-н пурăнмалли çурт-йĕр правине хÿтĕлесе управляющи компани тĕлĕшпе тавăç заявленийĕ тăратрĕ. Тавăçа туллин тивĕçтернĕ, тулли мар яваплăхлă обществăн суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ кунран пуçласа, 1 уйăхран кая юлмасăр, кулленхи юсав шучĕпе çурт тăрринчен хваттере шыв анассине пĕтермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика