АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулмалла (Правопорядок)

09 ноября 2010 г.

Район прокуратури производствăра тата йăлари каяшсене Йăнтăрчă ял поселенийĕн территорийĕнче экологи тата санитарипе эпидемиологи законодательствине епле пăхăнса упранине тĕрĕслерĕ. Тÿррех палăртăпăр, законодательство требованийĕсене пăснă тĕслĕхсем çук мар.
Çапла Йăнтăрчă ял тăрăхне кĕрекен Улянкă ялĕнче йăлари хытă каяшсене пухмалли вырăнсене палăртман, кирлĕ чухлĕ контейнерсем вырнаçтарман. Çавна пула йăлари хытă каяшсене ятарласа палăртнă вырăна пухмаççĕ, ирĕк паман вырăна тăкаççĕ. Çавăн пек вырăн Улянкă ялĕнчен анăçарах, 500 метр инçĕшĕнчи вăрман хÿтлĕхĕ çывăхĕнче вырнаçнă.
Унсăр пуçне Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территорине санитари тĕлĕшĕнчен таса тытма схемăпа килĕшÿллĕн 32 контейнер кирлĕ, вĕсем вара пурĕ те 8 кăна.
Тĕрĕслев результачĕсем тăрăх прокуратура ял поселенийĕн пуçлăхне производствăри тата йăлари каяшсене пухнă чухне закона пăсма юраманни çинчен, çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса представлени тăратнă, суда та ун тĕлĕшпе тавăç панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика