02 ноября 2010 г.
Хăйсен пурнăçне вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, Чăваш Енре çуралса ÿснĕ вăрманçăсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеççĕ. Пирĕн районти Чутей ялĕнче кун çути курнă Вениамин Титов – Ульяновск облаçĕн вăрмана хÿтĕлекен центрĕн директорĕ.
Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Унăн ĕç биографийĕ вăрмансене пушартан сыхлакан авиацин Архангельск хулинчи хуралĕн инструкторĕнчен пуçланнă. Вăл Якутире, Красноярскпа Хабаровск крайĕсенче, Комире, Рязань облаçĕнче вут-çулăмпа кĕрешнĕ. Сăнавçă летчиксен курсĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Уралта тăрăшнă. Часах ăна Ульяновск облаçне куçарнă. Ĕçе В.Титов кÿлĕнсен вут-çулăм алхасакан лаптăка çуллен вăтамран 2,2 хутчен пĕчĕклетме май килнĕ.
Пирĕ ентеш вăрман отраслĕнче 30 çул ытла вăй хурать. Унта пысăк тÿпе хывнăшăн 1997 çулта ăна “Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вăрманçи” хисеплĕ ят панă. Вăл Чăваш Енре, ытти регионра час-часах пулать, кÿршĕсен ĕç опычĕпе паллашать.
Вениамин Иванович тăван ялне манмасть. Çимĕке пĕр тăванĕсем пурте тенĕ пекех пĕрле пухăнма тăрăшаççĕ.
7 ача çитĕннĕ ĕçчен те туслă Титовсен çемйинче. Пурте вĕсем аслă шкулсемпе техникумсенче пĕлÿ илсе кăмăллакан ĕçĕсемпе тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ: сывлăх сыхлавĕнче, шкулта, суту-илÿре, заводра, метро тунă çĕрте... Шел те, Семен вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пĕр тăванĕсенчен хăшĕсем пенсие тухма та ĕлкĕрнĕ.
Унăн шăллĕне, Валерий Иванович Титова, пирĕн тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. Хăйĕн кун-çулне энергетикăпа çыхăнтарнă вăл. Чылайранпа “Атăл–Чăвашэнерго–РВСК” уçă акционерлă общество филиалĕн Кăнтăр енчи производство уйрăмĕн директорĕнче ĕçлет. Ентешĕсен нушисене ăнланма, май пур таран пулăшма тăрăшать вăл.
–Веня спортпа туслăччĕ. Çăмăл атлетсен кросĕсене хутшăнатчĕ. Районти вăйлă йĕлтĕрçĕсенчен пĕриччĕ. Обществăлла ĕçсенче те активлăхпа палăратчĕ. Унпа 8 çул пĕр класра вĕрентĕмĕр. Ашшĕ ир çĕре кĕчĕ вĕсен. Апла пулин те ачисем малашлăхшăн ăнтăлатчĕç, çавăнпа пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç. Пĕрле вĕреннĕ юлташăн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнатăп»,– тет Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Чайкин.