АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр сире кĕтет (Культура)

02 ноября 2010 г.

Хальхи вăхăтра республикăра 6 професси театрĕ, 3 концерт учрежденийĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенче çуллен 500 ытла пин куракан пулать. Сцена çине 25 çĕнĕ постановкăран, 30 концерт программинчен кая мар кăлараççĕ. Çавăн пекех Шупашкарта тĕнче шайĕнчи культура акцийĕсем йĕркелеççĕ. Ку вăл оперăпа балет фестивалĕсем.
Халĕ театрсемпе концерт учрежденийĕсенче çĕнĕ сезон уçăлать. Куракансем кăмăла тивĕçтерекен çĕнĕ постановкăсемпе, концертсемпе паллашма пултарĕç. Акă ноябрĕн 3-мĕшĕнче çав ятпа Чăваш патшалăх академи театрĕнче “Чаршава уçса” тĕл пулу каçĕ пулать. Ăна республикăри театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕпе культура министерстви йĕркелеççĕ. Сире театрпа культура пултарулăх учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пулас премьерăсемпе, иртнĕ сезонри чи ăнăçлă постановкăсемпе, концерт программисен сыпăкĕсемпе паллаштарĕç.
Çĕнĕ сезон сахал мар асра юлмалли тĕл пулу, спектакль-юрă парнелĕ сире. Пултарулăх коллективĕсем сирĕнпе тĕл пулса хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсене сÿтсе явма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме яланах хатĕр. Кĕтетпĕр сире!
Аса илтеретпĕр: “Чаршава уçса” каç Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ноябрĕн 3-мĕшĕнче (ыран!) 17 сехетре пуçланать. Ирĕклĕн кĕртеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика