02 ноября 2010 г.
Кашни амăшĕ пепки шăнса чирлесен ÿсĕрнине мĕнлерех сиплемеллине пĕлетĕп, тесе шухăшлать. Çапах та эсир тухтăр мар тăк йăнăшас хăрушлăх тухса тăрать. Çавна май ача хăвăртах сывалаймасан та пултарать. Пĕчĕкскерĕн çăра сурчăк тухсан ăна ÿслĕке хирĕç кĕрешмелли препаратсем пама юрамасть – вĕсем ÿслĕк рефлексне путараççĕ, сурчăк ÿпкерех юлать. Çавна пула пневмони аталанать. Ача валли сироп е ÿслĕкрен таблеткăсем туяниччен тухтăртан ку е урăх эмел мĕнлерех витĕм кÿнине ыйтса пĕлмелле. Час-часах аллергипе аптракан ачан организмĕ эмел курăкĕсен шĕвекĕсене йышăнасшăнах мар.
Ÿслĕкрен сипленнĕ чухне таблеткăсемпе çеç усă курмалла мар. Ачана пăспа сывлаттармалла, массаж тумалла – çаксем ăна хăвăрт сывалма пулăшĕç.
Сурчăка шĕветекен эмелсене çĕрле пама юрамасть. Ачана вĕсем пĕрмаях ÿсĕрттереççĕ, вăл çывăрса каяймасăр асапланĕ. Вăрах ÿсĕрнипе тĕрлĕ чир-чĕр, çав шутра астмăпа пневмони, аталанма пултарать. Çапла вара ача ÿсĕрме пуçласан харпăр хăй тĕллĕн сипленме юрамасть, пĕр тăхтаса тăмасăр тухтăр патне каймалла.