АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен санитарка (Здравоохранение)

02 ноября 2010 г.

Ĕçчен санитарка (Здравоохранение)

Пурнăçра кашни ĕç пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентекен-и вăл, тухтăр-и....Йĕри-тавра тусан, ăпăр-тапăр пуçтарăнсан ăна тасатакан та кирлĕ. Кашниех хăйĕн тивĕçне чунне парса пурнăçласан ăна ыттисем хисеплĕç, юратĕç. Тасалăхпа тирпейлĕх хуçи тесе калас килет ман Валентина Ивановна Козлова санитарка пирки.
Канаш районне кĕрекен Çăлпуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă вăл. Ялти шкулта 8 çул ăс пухнă хыççăн Канашри профтехучилищĕре штукатур-маляра вĕреннĕ. Тăван ялĕнчех пулас упăшкипе паллашнă. Вăрманхĕрри каччи Михаил кунта кукамăшĕ патне хăнана килсе çÿренĕ. Ашшĕ-амăшĕ хĕре ир качча кайнăшăн ятлаçнă, çапах та çамрăк мăшăр юрату туйăмне çирĕплетсе 1973 çулта çемье çавăрнă, Тăвай районĕнче пурăнма пуçланă. Кун хыççăн Валентина “ПМК-400” строительство организацийĕнче 3 çул ĕçленĕ, кайран упăшки патнерех, сельхозтехникăна, куçнă. 1981 çулта вара иккĕшĕ те “Красное Сормово” колхоза вырнаçнă. Кунта В.Козлова дояркăра ĕçленĕ, пăрусем те пăхнă. Халĕ 12 çул ĕнтĕ Тăвайри тĕп больницăра санитаркăра тăрăшать.
Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ туслă мăшăр. Асли Эльвира Мускавра ĕçлет. Ывăлĕ Эдик – предприниматель, Шупашкарта “Мега Молл” центрта суту-илÿ йĕркеленĕ. Вĕсем юратнă ашшĕ-амăшне 4 мăнук парнеленĕ. Кĕçĕнни Элина перинаталлă центрта медсестрара вăй хурать.
Хунямăшĕпе те шăкăл-шăкăл пурăннă хĕрарăм. Ачисене çулталăка çитичченех Анна Петровнапа хăварса кашни ир Тăвайне ĕçе утнă вăл. Упăшкипе 37 çул хушшинче пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каламан вĕсем. “Килти ĕçсене те пĕрле тăватпăр, арçын е хĕрарăм ĕçĕ тесе пайласа тăмастпăр,”–тет Валентина Ивановна.
“Маттур хĕрарăм вăл. Коллективра хисеплеççĕ ăна. Нихăçан та кăмăлсăр, тÿрккес пулнине курман. Хушнă ĕçе пĕр хирĕçлемесĕр пурнăçлать. Ун пек ырă çын чăннипех те сахал пулĕ,”– тет ун пирки Марина Витальевна медсестра.
Телей те ăнăçусем сире, Валентина Ивановна!
 
Сăн ÿкерчĕкре: В.Козлова ĕç вăхăтĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика