02 ноября 2010 г.
Грипран сыхланмалли вăхăт. Организма тÿрех чир пуçарма пултаракан 3 тĕрлĕ микроорганизмпа кĕрешме хатĕрлемелле. Çапах та пĕр сезонра иммунитет хавшанă çынсем 3 хутчен чирлесе ирттересси йывăра килет. Çакăнтан сыхланас тесен прививка тутармалла. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх çулсерен тĕнчере кашни 3–5-мĕш ача, кашни 5–10-мĕш аслă ÿсĕмри çынсем чирлеççĕ. Çак статистикăпа тухтăрсем килĕшмеççĕ, тĕрĕссипе чирлекенсем ытларах та, больницăна кăна каймаççĕ. Йывăр чир шутне кĕртмеççĕ, çапах та вилнĕ пулăмсем те тĕл пулаççĕ.
Мĕн пĕлмелле? Çак чир сывлăш урлă ерет. Кĕркуннепе хĕллехи вăхăтра уйрăмах анлă сарăлать вăл. Инфекци тĕп çăл куçĕ – чирлĕ çын. Уйрăмах 2 çула çитмен ачасен, çире пур хĕрарăмсен чирлес хăрушлăх пысăк. Грипран вакцинаци тăвасси – чире ярса илме чаракан чи эффективлă мел. Вăл чирлес хăрушлăха чакарать. Енчен те çав-çавах аптрарăр пулсан, чир йывăрлăхсăр иртет.