02 ноября 2010 г.
Тĕмерти культура çуртĕнче ялти çамрăксемпе вăтам шкулта вĕренекенсем хушшинче кĕрхи уяв иртрĕ. Тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç ачасем. Ăс-тăн çивĕчлĕхне, ал ĕç пултарулăхне, спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен вăй-халне кăтартрĕç. Чи маттурри 8 класс пулчĕ. 9-мĕшсем те ăсталăхпа палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсенчен кăштах кăна сахалтарах балл пухрĕç. 10, 8 “б” классем – виççĕмĕш вырăнта. Ялти çамрăксем те хăш-пĕр вăйăсенче вăйлă пулчĕç.
Конкурссене хастар хутшăннине тата куракансен кăмăл-туйăмне шута илсе Алексей Богачева “Кĕр патши”, Ольга Чумышевана “Кĕр пики” тесе йышăнчĕç.
Уяв хыççăн ташă каçĕ пулчĕ.