02 ноября 2010 г.
Кĕркунне – тĕлĕнмелле асамлă вăхăт. Ăна халалласа Элпуçĕнчи вăтам шкулта “Кĕрхи бал” уявĕ иртрĕ. Унта 5–8 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Чи малтанах шкул директорĕ Л.А.Кабакова саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей тата вĕренÿре ăнăçу сунчĕ. Кристина Ивановапа Алиса Константинова программăна ертсе пычĕç.
Малтанах классем хушшинче кĕр пикисене суйларĕç. Чиперккесене ялти каччăсем пулăшса пыма кăмăл турĕç. Ачасем тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç. Кĕр пикисем хăйсен капăр тумĕсемпе куракансене тĕлĕнтерчĕç. Пахча çимĕçе мухтарĕç, тутанса пăхма сĕнчĕç. Асăннă вăхăта халалласа юрă-сăвă янăрарĕ. Илемлĕ ташласа вĕренекенсем уява татах та капăрлатрĕç. Жюри членĕсен пĕтĕмлетÿ тумалла пулчĕ юлашкинчен. 7 класра вĕренекенсем çĕнтерчĕç. 5 класс ачисем те вĕсенчен юлмарĕç.
5 класри артистсем “Кĕрхи ырлăх” сценка лартса пачĕç. Пултаруллă ачасем выляни пурне те килĕшрĕ.
Çĕнтерÿçĕсене шкул директорĕ тав турĕ, Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕ. Уяв пурне те кăмăла кайрĕ.