02 ноября 2010 г.
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пирус çыннăн чи хăрушă тăшманĕ тесе шутлать. Çĕр çинче кашни вунă çеккунтра пĕр пирусçă вилет.
Раççейре туртакансен йышĕ чи пысăкки. Тĕнчери халăхăн 28 проценчĕ сывлăша сĕрĕмлеймесĕр пурăнаймасть. Пирĕн çĕр-шывра вара арçынсен 60,4 проценчĕ, хĕрарăмсен 25,5 проценчĕ кашни кун никотин çăтать. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакан çамрăксен 33 проценчĕ те çак киревсĕр йăлана парăннă. Пĕрмай пирус туртнипе пуçланакан чирсене пула çулталăкра 400 пин çын вилет. Ку кăтарту тĕнчере чи пысăкки.
Пирусçăсем хăйсен сывлăхне сиен кÿнисĕр пуçне юнашар пурăнакансене те аптăратаççĕ. Никотина пула çынсен чĕрепе юн тымарĕсен, пуç мимин чирĕсем, карланкă, тип пыр, пĕвер ракĕсем пуçланма пултараççĕ.
Шел, çакна пĕлсе тăраççĕ пулин те, çамрăксем, хĕрсемпе хĕрарăмсем те пируса алла тытассине йăлана кĕртеççĕ.
Çавăнпа тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Сывлăша куллен сĕрĕмлесе хăвăр пурнăçа ан кĕскетĕр. Пирус çыншăн тăшман пулнине яланах асра тытăр.